Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачасем шăрпăкпа ан выляччăр

Ачасем шăрпăкпа ан выляччăр

Пушар – хăрушă инкек. Вăл пĕтĕм пурлăха кĕле çавăрать. Чи хăрушши вара: инкекре этем пурнăçĕ татăлни. Кăçал районта 21 пушар пулнă /иртнĕ çул çак вăхăт тĕлне – 17/, инкексен вăхăтĕнче пĕр çын вилнĕ. Пушар кÿнĕ тăкак 296 пин тенкĕпе /795 пин/ танлашнă.

Пушартан сыхланас тата асăрханас тĕллевпе районти шкулсенче çулсеренех çулталăкра темиçе тапхăрпа пушар хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхне ирттереççĕ. Çавна май пушар хурал ĕçченĕсем шкулсенче тата ача сачĕсенче пулса пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе яваплă персоналпа, вĕрентекенсемпе тата вĕренекенсемпе тĕл пулса вĕрентÿ йĕркелеççĕ. Инкек-синкек сиксе тухас пулсан шкулти персонал тата вĕренекенсем хăйсене мĕнле тытаççĕ? Пушартан асăрханмалли тата пушар вăхăтĕнче пурнăçламалли тивĕçĕсене пĕлеççĕ-и вĕсем? Çакă тата ытти йышши ыйтусем çине хурав илес тĕллевпе вĕрентÿсен вăхăтĕнче шкулсене пырса кĕрсенех пушар сигнализацийĕсене ĕçлеттерсе яраççĕ, хăш вырăнта пушар тухни пирки хыпарлаççĕ сотрудниксем. Кĕтмен инкек, паллах, кашнинех хумхантарса тата çухатса яма пултарать. Анчах темле йывăр лару-тăрура та вĕрентекенсен хăйсене лăпкă тытса чи малтанах ачасен пурнăçне çăлса хăварма васкамалла. Йĕрке тăрăх, çак хыпара илтнĕ техперсонал е ытти ĕçчен службăри телефонпа 01 номерпе, карас телефон урлă пушар хурал чаçне «101» е пĕрлехи диспетчер службине «112» номерлĕ телефонпа инкек пирки пĕлтерет, тĕплĕ информаци парать, унтан пушар сÿнтермелли хатĕрпе усă курма васкать. Вĕрентекенсем чÿречесем уçă пулсан вĕсене хăвăрт хупса ачасене çывăхри алăкран /пĕрне-пĕри тĕрткелеме, пÿлме юрамасть/ «çунакан» çуртран илсе тухаççĕ. Пурте пĕрле хăрушсăр вырăна /çак вырăна эвакуаци планĕ çумĕнчи инструкцире палăртмалла/ пуçтарăнса ачасен, вĕрентекенсен, ытти ĕçченсен шутне палăртмалла. Çапла туни çуртра çын юлнипе юлманнине пĕлме май парать. Шкул директорĕ вырăна килсе çитнĕ пушар хурал ĕçченĕсен умĕнче лару-тăрăва тĕпĕ-йĕрĕпе уçăмлатать.

Ачасен сывлăхĕпе пурнăçĕ уйрăмах пысăк тимлĕх ыйтать. Вăхăтра асăрхаса ĕлкĕреймен кăлтăк пысăк инкек кăларса тăратма пултарать.

– Ачасем шăрпăкпа иртĕннипе кăçал районта пĕр пушар та пулман. Анчах та иртнĕ çул сентябрь уйăхĕнче çакăн евĕр пĕр тĕслĕх пулнăччĕ. Уроксем хыççăн ачасем килĕсене каяççĕ, пурăнман пушă çурта кĕреççĕ. Кунта вара вĕсем маларах тупнă зажигалкăпа выляса пушар тăваççĕ. Юрать хăйсем тухма ăс çитернĕ çунакан пÿртрен. Çавăнпа та ашшĕ-амăшне тимлĕ пулма, ачасене пушар хăрушлăхĕ пирки ăнлантарма ыйтас килет. Шăрпăкпа выляни вĕсен тата çывăх çыннисен пурнăçĕшĕн хăрушă пулнине, инкек вăхăтĕнче тĕтĕмпе сĕрĕмленме е çунса кайма пултарасса, тĕрлĕ сăлтавпа пушар тухас пулсан çунакан çуртран хăвăрт тухмаллине пĕлмелле кĕçĕннисен. Синкер пирки тÿрех аслисене пĕлтермелле тата маларах асăннă телефон номерĕсемпе шăнкăравламалла, – палăртать пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн инспекторĕ Сергей Сардаев.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: пушар хурал ĕçченĕсем Елчĕкри «Шевле» ача сачĕн коллективĕпе тата унта çÿрекен шăпăрлансемпе тĕл пулса вĕрентÿ ирттернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code