Октябрĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Енре сирена сасси икĕ хутчен янăрĕ. Анчах çавна илтсен шикленме кирлĕ мар. Ун пек тĕрĕслеве Граждан оборонин кунĕ /октябрĕн 4-мĕшĕнче/ умĕн çулсерен ирттереççĕ.
Чăваш Ен Граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитетĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, республикăри автоматизациленĕ пĕлтерÿ тытăмне тĕрĕсленĕ май сиренăсемпе громкоговорительсем икĕ хутчен янăрĕç – 10 сехетре тата 10 сехет те 30 минутра. Çав вăхăтра çынсене лăпкă пулма, ĕç вырăнĕсенче е килте ним пулман пек ларма ыйтаççĕ.