Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Ветерансем таксипе çÿрĕç

Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан ветерансем таксипе тÿлевсĕр усă курайĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Раççейри «Яндексăн» тĕп директорĕ Елена Бунина килĕштерсе ĕçлесси çинчен алă пуснă хыççăн «Яндекс. Ветерансем валли» социаллă проект пуçарнă. Хальлĕхе вăл Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта пурнăçланать. Асăннă хуласенче пурăнакан ветерансем таксие уйăхне тăватă хутчен тÿлевсĕр тытма пултараççĕ.

Çăмăллăхпа çак категорисем усă кураяççĕ: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем, блокадăри Ленинградра пурăннисем, концлагерьсемпе геттона, Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче ытти çавăн пек вырăна лекнисем, тыл ĕçченĕсем, вăрçăра вилнисен тăлăх арăмĕсем.

Конференци пулнă

Çак кунсенче ЧР патшалăх истори архивĕ хăнасене – ăсчахсемпе тĕпчевçĕсене, тавра пĕлÿçĕсене, архивистсене, культура учрежденийĕн ĕçченĕсене – йышăннă.

Кунта Чăваш автономи облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă конференци иртнĕ. Малтанах унта хутшăнакансем тата хăнасем «Чăваш автономийĕ 100 çулта: Раççей йышĕнче, çĕршывпа пĕрле» куравпа паллашнă. Мероприятие ЧР патшалăх истори архивĕн директорĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Галина Ертмакова уçнă. Конференцие хутшăнакансене ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Каликова саламланă.

Чиртен асăрханса

Коронавирус чирĕнчен асăрханса 65 çултан аслăрах ĕçлекен çынсене хальлĕхе ĕçе тухма ирĕк паман.

Çапла вара октябрьте ку тапхăра вĕсене валли икĕ эрнелĕх тăсаççĕ /октябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 18-мĕшĕччен/.

Хĕрарăм пурнăçне çăлса хăварнă

Нумаях пулмасть республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕнчен 66 çулхи хĕрарăм сывалса тухнă.

Республикăн аякри районĕсенчен пĕринче пурăнакан хĕрарăм кăшăлвируспа чирленĕ. Унран та ытларах – сахăр диабечĕ те пулнă унăн, мăнтăр пирки те нушаланнă, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем асаплантарнă. Пневмоние пула хĕрарăм ÿпки 100 проценчĕпе шыçнă. Йывăр чирлĕскере анестезиологипе реанимаци уйрăмне вырттарнă. Унта уйăх ытла сипленнĕ. Хĕрарăм пурнăçне çăлса хăварнă-хăварнах шурă халатлисем. Тухтăрсем вируспа инфекци чирĕсенчен асăрханма чĕнсе калаççĕ.

Балет фестивалĕ иртĕ

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ журналистсене пухса октябрь уйăхĕнче иртекен Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕн программипе паллаштарнă.

Чăваш Ен çыннисен тĕрлĕ тăрăхри балет ăстисен пултарулăхĕпе октябрĕн 17-25-мĕшĕсенче паллашма май килĕ. Тÿрех палăртмалла: ют çĕршыври артистсем пулаймĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code