Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Коррупцие çĕнтермелли

Коррупцие çĕнтермелли

утăмсенчен пĕри – çак преступленин тĕп сăлтавĕсене пĕтересси, уйрăм коррупционерсене тивĕçлипе явап тыттарасси.

Коррупципе кĕрешессине йĕркелекен Чăваш Енри комиссин черетлĕ ларăвĕнче аслă вĕрентÿ учрежденийĕсенче коррупцирен сыхланас ыйтăва пăхса тухнă. Ăна тишкерни ăнсăртран мар. Республикăра 13 вуз ĕçлет, тăваттăшĕ – хамăрăн вырăнти аслă шкулсем, тăххăрăшĕ – Мускаври. Ыттисем хулари вузсен кунти филиалĕсем. Пĕтĕмпе 37 пин студент аслă пĕлÿ илет.

Шел те, студентсен хушшинче коррупцие сивлесси пуриншĕн те пурнăç йĕрки пулса тăнă тееймĕн. Çамрăксене явăçтарса йĕркеленĕ ыйтăм кăтартăвĕсем çакна кăтартса панă. Коррупцие мĕнле хакланипе çыхăннă ыйтăва хуравланă май респондентсен 9 проценчĕ «унсăр май çук» тесе пĕлтернĕ. 8 проценчĕ вара «унпа çырлахма пулать» тенĕ. Апла тăк аслă пĕлÿ илекенсен хушшинче коррупципе çураçма юраманнипе çыхăннă воспитани ĕçне те çине тăрсах пурнăçламалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code