Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Николай Панкратов, Социализмла Ĕç Геройĕ: «Халăх тавĕ Герой çăлтăрĕнчен те хаклăрах»

Николай Панкратов, Социализмла Ĕç Геройĕ: «Халăх тавĕ Герой çăлтăрĕнчен те хаклăрах»

Н.И.Панкратов 1940 çулта Кивĕ Эйпеçре çуралнă. Маптан колхозра, 1963-1964 çулсенче шахтăра ĕçленĕ, 1965-1994 çулсенче «Победа» колхозăн иккĕмĕш комплекслă бригадине ертсе пынă. Вуннăмĕш пилĕкçуллăхра çĕр ĕçпе выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессине ÿстерес енĕпе пысăк тÿпе хывнăшăн Социализмла Ĕç Геройĕ ятне тивĕçнĕ. Ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата Ленин /икĕ хутчен/ орденĕсемпе тата медальсемпе наградăланă. «Чăваш АССРĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн» ятне панă. Вăл СССР Профсоюзĕсен 17-мĕш /1982/, колхозниксен Пĕтĕм Союзри /1988/ съезчĕсен делегачĕ пулнă.

Вăл, сакăр теçетке пуçтаракан «вăрçă ачи», тинтерех кăна питех те кăткăс оперци чăтса ирттернĕ. Апла пулин те пире яланхи йăл кулăпа та ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. «Хуллен вăй илсе пыратăп, – терĕ темле шкатулка евĕр савăтран аллă-утмăл миллиметр диаметрлă яп-яка чул катăкне кăтартса. «Республикăри клиника больницинчи ылтăн алăллă Владимир Спиридонов хирургпа уйрăм пуçлăхĕ Евгений Павлов организмран çакăн пек пысăк япала касса кăларса тасатрĕç. Акă камсем тивĕç чăн-чăн чыс-мухтавпа орден-медальсене! Çывăрттармасăрах темиçе сехете пынă кăткăс операци вăхăтĕнче вĕсем мĕн тери пултаруллă тата шанчăклă ĕçленине, çын пурнăçĕшĕн хăйсен чунне те пама хатĕррине чĕрепе туйса выртнăран калатăп çакна».

– Сирĕнпе пĕтĕмпех килĕшетĕп, Николай Иванович, – тетĕп ăна хирĕç, тухтăрсем хама та чылай чухне виçесĕр пысăк пулăшу панине асра тытса. – Çапах та сирĕн пурнăçăрпа ĕçĕр те тухтăрсеннинчен пĕрре те кая мар. Эсир, пин-пин вăрçă ачинчен пĕри, хăвăр та çыншăн питех те нумай тăрăшатăр. Тахçанах тивĕçлĕ канура пулсан та кану мĕнне пачах пĕлместĕр.

– Лăпкă пурăнма анне хушман пире…

Эппин чылай çул каялла хăвăрах аса илнине куç умне кăларар-ха. Тен, паянхи çамрăксемшĕн те кăсăклă пулĕ вăл.

…Ялан анне сăнарĕ асăмра. Вăл Зина аппапа иксĕмĕре юнашар лартатчĕ те, сывлăхлă пулма тата ĕçе юратма сунатчĕ. Хăй час-часах çав хушăра куçĕсенчен тухакан кĕмĕл тумламĕсене вăрттăн шăла-шăла илетчĕ. Ÿсерехпе кăна çакна ăнлантăмăр: атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пуçламăш çулĕнчех нимĕç фашисчĕсене хирĕç пынă хаяр çапăçура пуç хунă. Ун чухне эпĕ тăхăр уйăхра, аппа икĕ çулта пулнă.

– Пирĕн ачалăх пĕрешкел апла?

– Мĕн тăвăн, шăпа çапла пулсан? Манăн пĕчĕклех вăкăр кÿлсе колхоз ĕçне хутшăнма тивнĕ. Эпĕ çеç мар, пирĕн вăхăтри ача-пăча пурте аслисемпе тан хирте, ытти çĕрте тар тăкнă. Маншăн салтак служби чăн-чăн пурнăç шкулĕ пулчĕ. Демобилизаци хыççăн, киле кăштах укçа туса таврăнас шутпа, Казахстанри шахтăра кăмрăк кăлартăм. Киле таврăнсан вăхăтлăха ферма заведующине лартрĕç те пуçланчĕ вара… пысăк мар ертÿçĕ ĕçĕ, ял тата ял-йыш çинчен ытларах тăрăшасси.

– Çав «чиртен» паян та хăтăлса çитейместĕр…

– Чăннипех çапла. 25 çулта чухне, хĕрарăмсен уявĕ кунĕ, комплекслă бригада бригадирне суйласа хучĕç те, тĕп ĕçрен пуçне, тÿрех ял нушипе халăх пурнăçне çăмăллатмалли ыйтусем «тиесе» хучĕç. «Чи малтанах Кавалпа Кивĕ Эйпеç хушшинчи çула йĕркене кĕртмелле, – çирĕплетрĕç пурте. – Пуçламăш класс ачисем шыв-шур вăхăтĕнче кÿршĕ ялти шкула çуран çухрăм ытла çаврăнса çÿреççĕ…»

– Ара, хутлăхпа юхакан çырма урлă халех кĕпер тумалла, – тетĕп ыйту паракансене.

– Хамăрах тухса ĕçлетпĕр, – хуравларĕç арçынсем.

Шăпах çакăнтан пуçланчĕ çынпа куллен хутшăнса ĕçлесси. Виçĕ-тăватă кунрах кĕпер хыврăмăр та ачасем шкула тÿртен чупма пуçларĕç. Çав çулхи акарах ытти ялсемпе ылмаш тăвакан вăрлăха пĕр-пĕринпе эрне маларахах турттарса килтĕмĕр. Çавна пулах акана та хамăр колхозра чи малтан вĕçлерĕмĕр. Çакă маншăн та, ялти халăхшăн те чăн-чăн савăнăç пулчĕ.

– Çапах та Сире Герой ятне районта та, республикăра чи пысăк тухăçлă тырпул илнĕшĕн панă вĕт-ха…

– Ку – тĕрĕсех. Тÿррипе каласан, халăх ăнланать, халăх çĕклет хăй майлă ĕçлекен çынна.

– Сирĕнпе нумай çул туслă, лайăх хутшăнура пулнăран çакна чĕрепе туятăп: сире çынсем хăвăра нихăçан та пысăка хуманшăн, хăйсемпе яланах юлташла та тăванла калаçнăшăн ытларах хисеплеççĕ. Халăх сирĕн сăмахăра яланах вырăна хурать.

– Хам та çавăнпа хавхаланса пурăнатăп. Çакă манăн паллăрах самантсене кĕскен çыркаласа пынă «Кун кĕнекинче» те тăрса юлнă.

…1978 çулта ĕççи пуçлансанах çумăра кайрĕ. Чылайăшĕ чи малтан пиçсе çитме тытăннă ыраша çулса пăрахрĕ те паккуссем шăтса-мăкланса кайрĕç, ытларах пайĕ сая кайрĕ. Эпир, кăшт хĕвел пăхса хире кушăхтарнипе усă курса, пĕчĕкрех лаптăксем çине акнă пăрçапа урпана тÿрех вырса-çапса чиперех алла илтĕмĕр. Хамăр çамрăк чухне анне «Ыраш йĕпе-сапана çăмăллăнрах чăтать» тенине асра тытса. Çавна пула эпир колхозра та, районта та чи нумай тата пысăк тухăçлă тырă алла илтĕмĕр – гектартан 40 центнер ылташшипех.

Çав çулах чылай колхозра, пирĕн ытти бригадăсенче те пур лаптăксенче те çĕртме сухи тăваймарĕç. Эпир вара, çĕр шăнма пуçласан, плуг тĕренĕ çумне сÿре шăлĕсем çыпăçтарса та пулин, сухаламан пĕр шит çĕр те хăвармарăмăр. Çакна тума механизаторсене Вася Кудряшов сварщик паркран пĕр кайми, талăкĕпех тенĕ пек ĕçлесе пулăшрĕ.

Çав вăхăталлах хамăр проектпа сысна вити тума тытăнтăмăр. Ĕçе пурнăçлама, ыттисем пек, ютсене е армянсене тытмарăмăр. Ялти çынсемех юнашарти Пăва районĕнчи пĕр ялти карьертан чул кăларчĕç /кун пирки хам унччен лайăх пĕлнĕ хуçипе калаçса татăлма май тупнăччĕ/, ăна хăйсемех ватса никĕс хыврĕç тата стенасене купаларĕç. Килĕнче «пăта çапма вĕреннĕ» текен арçынсем, ытти «шапашне» пăрахса, тăррине витрĕç. Тĕрĕссипе, ÿркенме пĕлменнисем пурте строительсем пулса тăчĕç. Сахал тăкакпа тунă хăтлă витешĕн тата ĕççине пахалăхлă вĕçленĕшĕн бригадăна укçа-тенкĕ чылай хушса тÿлерĕç. Çавна кура колхозниксен енчĕкĕ ытти бригадăсеннинчен самай хулăнрах пулчĕ.

Яла тата фермăсене шыв парса тăракан башньăн моторĕ ăнсăртран çунса кайсан çийĕнчех хам пĕлекен юлташ ĕçлекен предприятие – Тутарстанри Ахмаметри электромеханика заводне киввине юсава парса çĕннипе ылмаштарса килни, шыв паракан системăна пĕр чăрмавсăр тенĕн ĕçлеттерсе яма пулăшни те пурин кăмăлне те çĕклерĕ.

Акă, тепĕр темиçе йĕрке. Çав çулах йĕтеме вĕçĕмсĕр чĕрĕ тырă кĕнĕрен вăл вăхăтри пĕчĕк сушилкăсем ниепле те типĕтсе ĕлкĕреймеççĕ. Эпĕ каллех хамăрăн ĕлĕкхи туссем патне, кÿршĕри Пăва элеваторне пулăшу ыйтма васкарăм. «Ыранах илсе килĕр тыррăра, туххăмрах типĕтме йышăнатпăр. Ун вырăнне сортлă вăрлăх тавăрса паратпăр», – пулчĕ тусăмсен хуравĕ. Кайран тиесе килнĕ элита вăрлăха правлени мĕнпур бригадăна пайласа пачĕ. Халăх манпа килĕшнĕрен, итленĕрен бригада сумĕ те, халăх пурнăçĕ те, ял çыннин кăмăлĕ те ырă енне улшăнни хама та савăнтаратчĕ, вăй-хал парса, талпăнса ĕçлеме хистетчĕ.

– Эсир çĕр улми кăларнă чухне унăн авăрне КИР-1,5 агрегатпа çулассине йĕркелекенсенчен пĕри пулнине астăватăп…

– Вăл вăхăтра /халĕ те çаплах теме пулать/ тутарсем /ара, Тутар Республикин нефть те, газ та, вăйлă аталаннă промышленноçпа авиаци таранах хăйсен пулнăран/ ял валли çĕнĕ техника туянассипе пиртен чылай маларах тăратчĕç. Кÿршĕ районти «Память Ленина» колхозра кăларма вăхăт çитнĕ çĕр улми ани çинче çавăн пек жатка ĕçленине куртăмăр та хамăр патăмăрта унпа усă курма тытăнтăмăр. Унччен эрнипе çавапа çулнă участоксене пĕр-икĕ кун хушшинчех авăртан тасатрăмăр. Çак ĕç, хăвăрт пулнипе пĕрлех, лаптăксене «ешĕл удобренипе» пĕр тикĕс пуянлатма пачĕ. Агрегатпа чи малтан усă курнă Володя Сусметов механизатор та, бригада та чи ырă сăмаха тивĕçрĕç.

– Хăвăрăн кун кĕнеки çине кĕртсе хăварнă «Укçа Ваççи» кам вăл?

– Кам пултăр ĕнтĕ? Колхоз экономисчĕ В.Деомидов. Чăннипе илсен, колхозăн кашни тенкине перекетлĕ тытма вĕрентекенни. Пĕр çулхине, стройкăра та, уй-хирпе фермăра та çĕнĕ меслетсемпе анлăн усă курнăран, хăш-пĕр ĕçсен хăй хаклăхĕ хуçалăх расчечĕн планĕпе палăртнинчен чылай йÿнерех тухрĕ. Пурне те тĕрĕс шутланă пулсан та Василий Петрович ĕçлекенсене ыттисенчен самай хушса тÿлеме тытăнса тăчĕ. В.Свеклов председатель хутшăннипе тата çине тăнипе, чăн кăтартупа килĕшÿллĕн, çул вĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн колхозниксен ĕç укçипе премийĕ хуçалăхра чи пысăкки пулни пурне те хавхалантарчĕ, каярахпа та тухăçлă ĕçлеме хистекен вăй пулса тăчĕ.

– Эсир халĕ те обществăлла ĕçрен пăрăнмастăр. Районти тата республика шайĕнчи пысăк мероприятисене тăтăшах хутшăнатăр, вĕсенче час-часах хăвăр сĕнĕвĕрсемпе, канашсемпе тухатăр.

– Унсăрăн мĕнле пултăр-ха. Калăпăр, районти пĕр пысăк активра та, Республикăн унчченхи Пуçлăхĕ ирттерекен канашлура та хутшăнмасăр юлман. Кавалтан Питтĕпелне çитекен çула тахçанах колхоз вăйĕпе тунă, пĕринче арканса пĕтнĕскере çĕнĕрен тума ыйтнăччĕ. Манăн сĕнÿпе пурте килĕшрĕç. Йывăрпа пулсан та, ыйтăва йышăнчĕç тата, ĕç вăраха тăсăлчĕ пулсан та, пурнăçларĕç темелле. Çул организацийĕсемпе пĕрлех унта хамăр ялсем те активлă хутшăнчĕç. Анчах асфальтне малтан палăртнинчен самай кĕскерех сарчĕç. Çапах та эпĕ районăн тата республикăн хальхи ертÿлĕхĕ çав проекта вĕçне çитерессе хытă шанатăп. Халăх та çакна кĕтет тата шанать.

– Сире, Николай Иванович, ыйтусене туллин хуравланăшăн тав тăватпăр, редакци коллективĕпе сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, хăвăртрах тĕрекленсе çитме вăй-хал тата сывлăх сунатпăр.

Анатолий ТИМОФЕЕВ,
пичет ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code