Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăра

Республикăра

Конкурсăн ят-сумĕ ÿсет

Игорь Комаров полпред февралĕн 2-мĕшĕнче Чулхулара «Раççей лидерĕсем» конкурсăн Атăлçи округĕнчи çурма финалне уçнă.

Финала тухассишĕн 348 управленец тупăшнă. Игорь Комаров палăртнă тăрăх – конкурсăн ят-сумĕ ÿссе пырать. Кăçал 42 пин – малтанхи çулхинчен 10 пин ытларах – заявка йышăннă. Çурма финалистсен шучĕпе Атăлçи округĕ Раççейре иккĕмĕш вырăнта тăрать.

Хаклав мероприятийĕсем вĕçленнĕ хыççăн çĕнтерÿçĕсене палăртнă. 34 çын, çав шутра Чăваш Ен представителĕ Роман Дементьев, финала хутшăнма йыхрав илнĕ.

Конкурс финалĕ март уйăхĕн 13-17-мĕшĕсенче Сочире иртет.

 

Килĕшĕве алă пуснă

ЧР Çын прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Надежда Прокопьева тата Атăлçи регионĕсен хушшинчи çут çанталăка сыхлакан прокурор Вениамин Селифанов таврари ырă хутлăх тĕлĕшпе граждан прависене хÿтĕлес ыйтусемпе пĕр-пĕрне пулăшасси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. Çĕнĕ килĕшÿ тавралăха упрассипе çыхăннă ыйтусене çийĕнчех пăхса тухса мерăсене тухăçлăрах йышăнма май парать.

 

Чирлекенсем йышлă

Çак вăхăтра кашни çулах ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышĕ ÿсет.

Республикăра кăçалхи эпидемиологи тапхăрĕнче 100 пин çын пуçне чирлекен 426,9 çын пулнине палăртнă. Нумай çулхи вăтам кăтартусенчен ку 10,9 процент сахалрах. Чирлекенсен йышĕнче 17 çула çитмен ачасем ытларах.

Кăçалхи эпидсезонра халăха иммунизацилеме хамăр çĕршывра туса кăларнă виçĕ тĕрлĕ вакцинăпа усă курнă. Сăмах май каласан, вакцинаци грипран сыхланмалли пĕртен-пĕр шанчăклă меслет шутланать. Юлашки 13 çулта Чăваш Енре пурăнакан 538,8 пин çын унпа усă курнă. Кăçал 14 пин çынна иммунизациленĕ. Ку пĕлтĕрхинчен икĕ хут ытларах.

 

Чăваш Ене кăтартнă

Республикăна «МИР» телеканалăн ÿкерÿ ушкăнĕ килсе кайнă.

Журналистсем «Амазони» тата «Ясна» этнокомплекссене, А.Г.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркне çитсе курнă. Пултарулăх ушкăнне «Яснара» музыка инструменчĕсене ăсталанине кăтартнă, руна çырулăхĕпе, чăваш тĕррипе паллаштарнă, халăх тата чĕлхе çинчен каласа кăтартнă. Журналистсем 400 çула яхăн ÿсекен юман патне те кайнă. Ку вырăнта ĕлĕк-авал чăвашсем тăван çĕре хÿтĕлеме пулăшакан йăла-йĕрке туса ирттернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code