Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Интернет урлă

Интернет урлă

Интернетри «Работа в России» портала ĕç шыракана пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Унта вакансисен пĕтĕм Раççейри базине вырнаçтарнă. Ăна халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем тата ĕç паракансем йĕркелесе пыраççĕ.

Асăннă порталта кирек хăш ÿсĕмри гражданин, çавăн пекех халăхăн социаллă хÿтлĕхсĕр сийĕ валли те, вакансисем пур. Шыравăн ансат та меллĕ тытăмĕ çынна хăйне килĕшекен ĕç вырăнне тĕрлĕ кăтартупа шыраса тупма май парать: регионсем тăрăх, шалу виçине, ĕç опытне кура.

«Работа в России» портала Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă регистрациленсе кĕме пулать. Сайт адресĕ: www.trudvsem.ru.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code