Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çара – контрактпа

Çара – контрактпа

Балтийск хулинчи çарпа тинĕс бази 18-35 çулсенчи арçынсене контракт службине йыхравлать.

Унта вăтам тата аслă професси пĕлĕвĕ илнĕ çамрăксем тăма пултараççĕ. Калининград облаçĕнчи Балтийск хулинчи çар чаçĕнче электрик, рулевой, машинист, моторист, радиотелеграфист, çыхăну аппаратурин механикĕ пулса ĕçлеме пулать. Мĕнле должность йышăннине кура, çитĕнÿсене тата кăтартусене тĕпе хурса 40 пин тенкĕрен пуçласа 63 пин тенкĕ таран шалу тÿлеççĕ.

Калининград облаçĕнчи Донское поселокри çар чаçĕнче /Балти тинĕсĕ хĕрринче/ «С», «С к Е» категориллĕ, дизель автомобилĕсен водителĕ, крановщик-водитель кирлĕ. Ĕç укçине 1-мĕш çулах 26 пин тенкĕрен пуçласа 41 пин тенкĕ таран тÿлеççĕ.

Контрактпа службăна тăракансене общежитипе, служба хваттерĕсемпе тивĕçтереççĕ, поднаем 15 пин тенкĕ тÿлеççĕ. Ипотека кредичĕ пулăшнипе те хваттер туянма майсем пур. Çавăн пекех аслă шкулсене кĕнĕ чух çăмăллăхсем пулаççĕ, хатĕрленÿ курсĕсенче куçăмлă е куçăмсăр майпа, дистанци мелĕпе тÿлевсĕр вĕренме ирĕк пур. Апат-çимĕçпе тата тумтирпе, хăйне тата çемье членĕсене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине ĕçе кĕртнĕ. 25 çул службăра тăнисене çăмăллăхлă пенсипе тивĕçтерĕç.

Тĕплĕнрех 8-40145-69-5-02, 8-40145-69-5-08 номерлĕ телефонсем çине шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code