Сăнанă тăрăх, халăх хушшинче, коллективра пысăк хисеп çĕнсе илнĕ çынсем çынлăхлă та ăшă кăмăллă пулнипе, пысăк чун-чĕрелĕхпе, сăпайлăхпа палăрса тăраççĕ, яваплăха çирĕп туяççĕ.
Çакăн евĕр çынсенчен пĕри – «Прогресс» хуçалăхра склад заведующийĕнче, заправщикре тата аккумуляторщикре ĕçлекен Алексей Доброхотов. Çак виçĕ должноçпа 2000-мĕш çултанпах тăрăшать вăл, шаннă тивĕçе тÿрĕ те таса кăмăлпа пурнăçлать.
Алексей Николаевич тăван хуçалăх ĕçне 4-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтрах кÿлĕннĕ. Маларах каникул кунĕсенче колхоз садĕнче йывăç-тĕмсене кăпкалатас, минераллă удобренипе апатлантарас тата им-çамлас ĕçсене хутшăннă çамрăк ача, каярах колхоз бригадинче тĕрлĕ ĕç пурнăçланă: çум çумланă, утă-улăм турттарнă, пилорамăра хăма йăтнă, хăмла татнă, йĕтем çинче тырă кĕртнĕ… Шкул хыççăн çар тивĕçне Казахстанра – Байконур космодромра пурнăçланă, çартан таврăнсан газослесарь специальноçне алла илсе 2000-мĕш çулччен «Прогресс» хуçалăхри, Елчĕкри газ участокĕсенче ĕçленĕ.
Атте кунне уявлас умĕн Алексей Доброхотов ырă та ăшă чунлă, тивĕçлĕ атте пулнине те палăртса хăварас килет. 40-мĕш çул килĕшÿре пурăнакан мăшăрĕпе – Любовь Климовнăпа вĕсем 2 ывăл ÿстернĕ, вĕсене аслă пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Николай Санкт-Петербургри П.Ф.Лесгафт ячĕллĕ физкультура, спорт тата сывлăх университетĕнче пĕлÿ илнĕ, хальхи вăхăтра Хусанти Суворов училищинче физрукра, Дмитрий Шупашкарти кооператив институтĕнчен вĕренсе тухса строительство ĕçĕнче вăй хураççĕ.
Е.ПЕТРОВА.