Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Депутатсем канашланă

Депутатсем канашланă

Октябрĕн 22-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ – районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пынă. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Леонард Левый, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă.

Депутатсем чи малтанах экономика политикипе, бюджетпа тата налукпа, социаллă политикăпа, сывлăх сыхлавĕпе, культурăпа, вĕрентÿпе, саккунлăха тата право йĕркине çирĕплетессипе, вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене пуху умне кăларас умĕн пăхса тухакан яланхи комиссисен членĕсене çирĕплетнĕ. Çакă Елчĕк район Уставĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланса пыракан ĕç.

Иккĕмĕш ыйтупа райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина сăмах илнĕ, Чăваш Республикин Елчĕк районĕн бюджетне уйрăм çынсен тупăшĕнчен кĕрекен налукăн хушма тÿлевĕн нормативне бюджета шайлаштарма уйăракан дотацин пĕр пайĕпе улăштарасси çинчен калакан йышăнăвĕн проекчĕпе паллаштарнă. Депутатсем пĕр саслă пулса йышăнăва çирĕплетнĕ.

Виççĕмĕш ыйтупа депутатсем «Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн «Елчĕк районĕн 2020 çулхи тата планпа пăхнă 2021-2022 тапхăрти бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртнĕ. 2020 çулта бюджетăн тупăш пайĕ 487800,8 пин тенкĕпе, расхут пайĕ – 525857,7 пин тенкĕпе, дефицит 38056,9 пин тенкĕпе танлашĕ.

Райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ирина Никонова 2020 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли прогнозлă плана улшăнусем кĕртессипе, Елчĕк район пурлăхне ял тăрăхĕсен харпăрлăхне куçарассипе, муниципалитет харпăрлăхĕнчи объектсемпе усă курассипе çыхăннă йышăну проекчĕсемпе паллаштарнă.

Халăх суйлавçисем «Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн 2011 çулхи майăн 12-мĕшĕнче йышăннă 6Ÿ3-с йышăнăвне улшăнусем кĕртнĕ, ытти ыйтусене те пăхса тухнă.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code