Çывăрса ан юлăр,
Çĕнĕ кун килет.
Телейпе вăранăр —
Кăмăл çĕкленет.
Пĕр Турра тав тăвăр
Сывлăхăр пуртан.
Ирхи кĕлĕ вулăр
Асăнса ятран.
Вăхăтлăх килетпĕр
Пурте çĕр çине.
Хаклама пĕлместпĕр
Халь мĕн пуррине.
Упрама пĕлместпĕр
Çывăх çынсене.
Çухатсан йĕретпĕр
Асăнса вĕсене.
«Ĕмĕр вăрăм», — теççĕ,
«Сакки сарлака»,
Пурăнсан пĕлеççĕ —
Тĕлĕк пек кăна.
Никама памаççĕ
Ытлашши çулне.
Турăран иртмеççĕ
Çырмасан кунне.
Таса пурăнасчĕ
Çĕр çинче чухне.
Турра тав тăвасчĕ
Хакласа ĕçне.

