Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Атăкçырми кун-çулĕ кăсăклă

Атăкçырми кун-çулĕ кăсăклă

Таврара хăтлă вырăнсем питĕ нумай. Вĕсем çут çанталăк илемĕпе, пуянлăхĕпе, кунта пурăнакан çынсен тавра курăмĕпе, ĕçченлĕхĕпе кăсăклантарма чарăнмаççĕ. Атăкçырми пирки сăмахăм. Унта пулмассерен чунра çĕнĕ туйăмсем, çĕнĕ шухăшсем çуралатчĕç.

Пуçласа эпĕ ку яла 6-7 çулта чухне хамăн аслă аппапа кайса курнă. Паянхи пек астăватăп, пирĕн çул Лаш Таяпаран тухсан хирти çул çине пăрăнса кĕчĕ. Каçран ăшă çумăр çуса иртнĕччĕ, çавна май самай йĕпетнĕччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсемччĕ ун чухне.

Атăк çырми яла çурмалла уйăрса тăрать иккен, вырăнти çынсем ăсталанă йывăç кĕпер урлă асăрханса каçрăмăр. Ял варринче пĕр пысăк çурт ларатчĕ, вăл ку ялшăн шкул та, колхоз правленийĕ те пулнă, кунтах клуб-библиотека та вырăн тупнă.

Колхоз «Красный Восток» ятлăччĕ, хуçалăхăн лашисемпе сурăхĕсем якаччĕ. Ут таврашĕ, урапа-çуна — ĕç пурнăçлама ялан хатĕр пулнă.

Вырăсла хапхаллă, анлă картлашкаллă пусмаллă çурт пире ăшшăн кĕтсе илчĕ. Çурт тăррине хăма витнĕччĕ. Кунтах пысăк кĕлет, çырма хĕрринчи сад куç тĕлне пулчĕ. «Çакăнта пурăнать пирĕн аслă аппа», — илтрĕм эпĕ аппан ăшă калаçăвне. Манăн сăмсана ырă шăршă кăтăкларĕ. «Мухтаса çỹретĕр», — терĕ аслă аппа хуран умĕнче пиçекен шурă капăртмана тепĕр енне çавăрнă май. Часах пире сĕтел хушшине йыхравларĕç. Шурă капăртма, кăвак матрỹшке (душица) чейĕ, пыл, каснă салма яшки пырса лартрĕç пирĕн ума. «Астивĕр капăртмана, ку тырра хамăр ялăн çил арманĕнче авăртнă», — хушса хучĕ Оля тăхлачă. Ял çумĕнчи сăрт çинче хăйĕн çуначĕпе пĕлĕте кармашса ларакан çил арманне эпĕ маларах асăрханăччĕ-ха. Армансене сăрт тỹпине лартма тăрăшнă халăх, унăн ятарлă «хỹри» пурччĕ, çак чее хатĕрпе этем тĕрлĕ енчен вĕрекен хăватлă çиле парăнтарнă.

Тутлă апатпа сăйланнă хыççăн пирĕн çула тухма та вăхăт çитрĕ. Тăхлачă сентре çинчен сивĕнме те ĕлкĕреймен çавра çăкăр парса ячĕ пире. Аслă аппа ырă çул сунса укăлчаран кăларса ячĕ.

Çак пулăмсем, хам çамрăк пулнă пулсан та, манăн аса ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçнă. Килте пире кивĕ улăм витнĕ çурт, анне пĕçернĕ пĕчĕк пашалу, витрере сивĕ шыв кĕтсе илчĕç.

Атăкçырми ялĕн кун-çулĕ питĕ кăсăклă, ăна пĕрчĕн-пĕрчĕн тĕшĕлесе тухас килет. Ял çыннисен тĕп йышĕ Яманчỹрел ялĕнчен тухни паллă: Красновсем, Яковлевсем, Петровсем, Еремеевсем… Каярах Ермолаев тата Перов несĕлсем хутшăнса ял халăхĕн тĕп шăнăрĕ пулса тăнă. Ватă шур сухалсем каланă тăрăх, иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче, тĕрĕсрех каласан, 1910 çулта пĕр çуллахи шăрăх кун Яманчỹрел ялĕнчи Тукас урамĕнче пушар тухнă, пушарта 40 хуçалăх тĕп пулнă. Вăл шутри 14 хуçалăх кивĕ вырăнта çĕнĕ çурт-йĕр çавăрма килĕшмен. Вĕсем ялтан уйрăлса Атăк çырмипе Итут юхан шывĕ хушшинчи лаптăкра пĕчĕк хутор йĕркеленĕ. Чăнах та, ку вырăнсем этеме илĕртнех: йĕри-тавра пулăхлă çĕрсем хуçаланнă. Çурхи шывран час хăтăлса ака-суха ĕçĕсене вăхăтра туса ирттерме лайăх вырăн кунта. Чи пахи — Атăк шывĕ юхса выртнă. Кунта çуртсем çĕклеме, сад-пахчасем ĕрчетме питĕ меллĕ пулнă. Çырма тăрăх утсан ку хутортан тĕп ял инçех пулман, ĕçлĕ çыхăну йĕркелеме те меллĕ пулнă. Çавăнпах та пулĕ, Атăкçырми ялĕнче пурăнакансен тĕп ялĕ Яманчỹрел пулса юлнă. Çак пулăмпа килĕшсе хуторта масар-çăва та йĕркелемен, суту-илỹ ĕçĕ те чĕрĕлмен, культура вучахĕ те пулман, çынсем хăйсене вăхăтлăх пурăнакан çынсем пек туйнă.

14 хуçалăхлă Атăкçырми таврари ялсенчен чи тĕрекли пулнă, вĕсем кĕске вăхăтрах тивĕçлипе йĕркеленме пултарнă. Хуçалăхсем Столыпин кăларнă саккунпа усă курса кĕске вăхăтрах пуйса юлнă. Тинех хуторта 19 ĕç лаши, сăвакан 12 ĕне, кашни хуçалăхра — сухапуç, тимĕр плугпа сỹресем йышлă пулнă. Ку вăхăтра хуторта пурĕ 80 çын пурăннă.

Тивĕçлĕ лаптăкра туса илнĕ тыр-пул килти хуçалăха çирĕп тытса пыма та, сутса услам тума та çитнĕ. Хуçалăхсенче ĕç вăйĕ çитĕлеклĕ пулнă, хăйсен ĕçĕсене вĕçлесен кỹршĕллĕ вырăс ялĕсенчи çынсене çитĕннĕ тыр-пулне пуçтарса кĕртме пулăшнă вĕсем. Çавна май халăх яланах çăкăрлă пулнă, хăтлă çуртсенче пурăннă. Çи-пуçĕ те начар пулман.

Шел пулин те, хăй вăхăтĕнче чечекленнĕ ял халĕ çук ĕнтĕ. Тинех кунти урама Краснов, Яковлев, Петров, Еремеев, Козлов йăхĕсем таптамаççĕ. Вĕсен мухтавлă ывăл-хĕрĕсем ялта мар — тĕнче тăрăх сапаланнă.

Паянхи кун ку ялта урăх вырăнтан куçса килнĕ 2 çемье анчах пурăнни паллă. Темиçе çемье ялти çурчĕсене дача вырăнне усă курать.

Николай МУСТАЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code