Эс илтсем, Турă, мана,
Эп санран ыйтатăп.
«Сыхласа хăвар яла», —
Шăппăн кĕл тăватăп.
Кашни кун эп сăнаса
Урампа утатăп.
Куçăмпа пăхса пырса
Пушă çурт шутлатăп.
Курăк пуснă урама,
Выльăх усрамаççĕ.
Тунсăх пуснă чунăма,
Ачасем чупмаççĕ.
Илтĕнмест купăс сасси
Каçхи сĕмлĕхре халь.
Каннă кун çеç чан сасси
Çынна пуçтарать ак.
Атте-анне кил-çуртне
Пĕтме парас марччĕ.
Йăх-несĕлĕн тымарне
Малалла тăсасчĕ.
Аслă Пăла Тимешсем
Ĕçре паттăр пулнă.
Ялтан тухнă çамрăксем
Темшĕн çакна маннă.

