Ăна Чăваш патшалăх аграри университетĕнче уçма палăртаççĕ. Çакна республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тата «Россельхозбанк» пĕрлешĕвĕн правлени председателĕ Борис Листов сÿтсе явнă.
Банкăн вĕренÿ проекчĕн тĕллевĕ – ял хуçалăхĕнче тупăш илме май паракан бизнеса пуçласа яма тата аталантарса пыма вĕрентесси.
«Ку – эпир çитес вăхăтра Чăваш Енре пурнăçлас текен кăсăклă енсенчен пĕри. Чăваш Ен пирĕншĕн питĕ илĕртÿллĕ регион, банк кунта çирĕммĕш çул ĕçлет», – палăртнă Борис Листов.
Олег Николаев республикăра туса илнĕ ял хуçалăх продукцине тирпейлессипе, ăна çĕнĕ рыноксене кăларассипе Чăваш Ен малашне банкпа тĕллевлĕ ĕçлеме шутланине пĕлтернĕ.