Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çÿхе пăр хăрушă!

Çÿхе пăр хăрушă!

Çанталăк сивĕтсе пынă май юхан шывсем пăрпа витĕнĕç. МЧС ĕçченĕсем халăха вĕсен çывăхĕнче асăрхануллă пулмалли, çÿхе пăр çине кĕме юраманни пирки асăрхаттараççĕ.

Сывлăш температури 0 градус тăнă чухне пăр çирĕплĕхĕ шартлама сивĕ чухнехипе танлаштарсан 10-15 хут «вăйсăртарах». Пăр хулăнăшĕ пур çĕрте те пĕр пек мар. Çыран хĕрринче, шыв вăйлă юхакан, çăлкуç тапакан вырăнсенче вăл тата та çÿхерех. Шурлăхлă вырăнсем лайăх шăнманнине те палăртаççĕ специалистсем.

Çынсем пулă тытас тĕллевпе пухăнакан вырăнта е пĕр çыранран теприне çитес тесе сукмак хывакан тĕлте ятарлă табличкăсем е асăрхаттару аншлагĕсем вырнаçтармалла. Иртен-çÿренĕн, паллах, «пăр çине кĕме юрамасть!» йышши асăрхаттару паллисене курсан вĕсене унта ахальтен çирĕплетменнине шута илмеллех. Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта та çынсем суранланнин е вилнин сăлтавĕ пулма пултарать.

А.АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code