Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Пур шкулта та пĕр меню пулĕ

Республикăн Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствинче Чăваш Енри шкулсенче пĕрлехи меню пулассине йышăннă.

Çакăн пек пĕтĕмлетÿ «Шкулсенче вĕри апат çитерессине йĕркелесси» семинар-практикум хыççăн çуралнă. Шкулсенче вĕри апатланăва тивĕçлĕ шайра йĕркелессине республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хăй контрольте тытать.

«Юратнă çĕршыв, Чăваш Енĕм ман»

экспозицие Халăхсен туслăхĕн çуртĕнчи курав залĕнче вырнаçтарнă.

Курава Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа – 75, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă.

Профилактикăн усси курăнать

РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви регионсемпе «Демографи» наци проекчĕн «Общество сывлăхне çирĕплетесси» федераци проектне ĕçе кĕртессипе çыхăннă ыйтусемпе видеоканашлу ирттернĕ.

Чăваш Енре июнь уйăхĕнче Медицина профилактикин центрĕ çумĕнче Общество сыхлавĕн центрне туса хунăччĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – халăха сывлăха çирĕплетме вĕрентесси, сывă пурнăç йĕркине тĕпе хума хăнăхтарасси, профтĕрĕслевсене, диспансеризацие, вакцинацие анлăрах хутшăнтарасси. Центр профилактика ĕçне туса пынисĕр пуçне тата ермен чирсемпе кĕрешмелли, сывă пурнăç тытăмне йĕркелемелли программăсем те хатĕрлет. Çавăн йышшисен шутĕнче, тĕслĕхрен, пирус туртма, эрех ĕçме пăрахтаракан, çынсене ытларах хусканусем тума хистекен, сывă апатланăва йĕркелемелли программăсене палăртма пулать.

Сăмах май каласан, Раççей Президенчĕ çын ĕмĕрне вăрăмлатнипе кăна мар, çынсен хастарлăхне 67 çула çитиччен сыхласа хăварма, физкультурăпа тата спортпа туслисен йышне 55 процента çитерме тĕллев лартнă.

Видеоканашлура палăртнă тăрăх, профилактика мерисене анлă ĕçе кĕртсен вилекенсен шутне чакарма, çын ĕмĕрне 50 процент ытла вăрăмлатма май килĕ.

Мультфильмсен конкурсĕ

Федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи çемьесене «ТыЭтоЯ» ача-пăча конкурсне хутшăнма сĕнеççĕ.

Хутшăнакансен çемьере пĕр-пĕринпе мĕнле килĕштерсе пурăннине сăнласа мультфильм хатĕрлемелле. Ĕçсене ноябрĕн 20-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Тĕплĕнрех – tietoya.ya-roditel.ru сайтра.

Сурпан тĕрлет

«Сурпан «Пĕрле» республикăри акцие районти тĕрĕ ăстисем те хутшăнаççĕ.

Йĕп вĕçĕ пĕр кĕрет те пĕр тухать – пир çине илемлĕ эреш шăрçаланать. Хăвăлçырмари культура çурчĕн заведующийĕ Вера Галкина чăваш тĕррин искусствине чылай çул каяллах алла илнĕ. Ку енĕпе ăсталăха Шупашкарти паллă тĕрĕçĕсем патĕнче пĕрре мар ÿстернĕ. Халĕ вăл республикăри ултă метрлă сурпанăн пĕр пайне тĕрлет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code