Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрçа – 7 ывăл…

Вăрçа – 7 ывăл…

Вăрçă! Мĕн тери хăрушă çак сăмах. Миçе çынна терт-нуша кăтартнă, пурнăçран уйăрнă тата сусăрлантарнă вăл. 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Курнавăш ялĕнчен фронта 264 çын тухса кайнă. Вĕсен хушшинче – Чермаковсен 7 пĕртăван ывăлĕ: Михаил, Зинон, Константин, Гермоген, Василий, Иван тата Николай.

Е.Чермакова
И.Чермаков

Пĕртăвансен ашшĕпе амăшĕ – Иван Семеновичпа /1885-1971çç/ Екатерина Трофимовна /1889-1972 çç/ Курнавăш ялĕнче çуралса ÿссе ĕмĕрĕсене унтах ирттернĕ. 1911 çулта çемье çавăрнă мăшăр. Вĕсем иккĕшĕ те ĕçченлĕхпе, ырă кăмăлпа палăрса ялта ят-сум çĕнсе илнĕ. Çемье пуçĕ Иван Семенович пуçламăш шкулта анчах вĕреннĕ пулсан та вырăсла, тутарла тикĕс калаçнă, юмах-халап калассипе тата юрăсем юрлассипе пысăк маçтăр пулнă. Вăл хут купăспа лайăх вылянă, мăшăрĕпе пĕрле чăваш, тутар, вырăс юррисене шăрантарнă. Çамрăк чухне Донбасс хулинче шахтăра ĕçлеме те тÿр килнĕ ăна. Каярах тăван яла таврăнсан хресчен ĕçне кÿлĕннĕ, ял совет ĕçтăвкомĕн председателĕн çумĕнче, районти çар комиссарĕн çумĕнче тăрăшнă. Екатерина Трофимовна çĕр ĕçĕпе тăрмашнă. Мăшăрĕпе 12 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă хĕрарăм «Ача амăшĕн мухтавĕ» /I степень/ орденне тивĕçнĕ. Чермаковсен 7 ывăлĕ вăрçа хутшăннине маларах çыртăмăр, вĕсенчен 3-шĕ вăрçă хирĕнче паттăрла вилĕмпе пурнăçран уйрăлнă, 4-шĕ йывăр аманса таврăннă, мирлĕ вăхăтра ĕçе кÿлĕннĕ.

 

 

МИХАИЛ /1912-1942 çç/
Хресченĕн çăмăл мар пурнăçне ачаранах туйса ÿснĕ. Çирĕп характерлă пулнипе палăрса тăнă. Çемьере асли пулнăран, ашшĕ-амăшне хуçалăх тытса пыма пулăшмаллине ăнкарнăран Курнавăш шкулĕнчи пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ, пĕр хушă Мускава ĕçлеме çÿренĕ.

1936 çулта çар ретнă тăнă, Благовещенск хулинче кĕçĕн командирсен курсĕнчен вĕренсе тухсан служба тивĕçне Инçет Хĕвел тухăçĕнче пурнăçланă. 1938 çулта Хасан кÿлли çывăхĕнчи çапăçусене хутшăнма та тÿр килнĕ ăна. Çар служби хыççăн 1939 çулта тăван яла таврăннă йĕкĕт, анчах та унта нумаях пурăнма тÿр килмен. Финлянди вăрçи пуçлансан каялла çара чĕнсе илнĕ. Çак вăрçă хыççăн вăл каллех çуралнă тăрăха таврăнать, çарта пулман çамрăксемпе арçынсене /вĕсен хушшинче хĕрсем те пулнă/ çар ĕçне хăнăхтарма пуçлать. Пĕр вăхăтрах «Автогигант» колхозра ревизи комиссийĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Тăван çĕршыва фашистсем тапăнса кĕрсен Михаил çак çулах вăрçа каять, Калинин фронтне лекет. Лейтенантсене хатĕрлекен курсра вĕреннĕ хыççăн çамрăка командир пулма çирĕплетеççĕ. Тăванĕсем патне янă пĕр çырăвĕнче вăл çапăçусем хĕрÿ те питĕ йывăр пулнине хыпарланă. 1942 çулта Михаил Иванович паттăрла вилĕмпе вилнĕ.

 

ЗИНОН /1914-1944 çç/
Курнавăшри шултан вĕренсе тухсан «Автогигант» колхозра тăрăшнă, каярах Мускава ĕçлеме çÿренĕ. Ачаранах артист пултарулăхĕ аталаннă унра. Шкул вăхăтĕнче сценкăсем лартма хастар хутшăннă, каярах Патăрьелĕнчи куçса çÿрекен театрта тăрăшнă. Питĕ тăрăшуллă, пысăк пуласлăхлă пулнине палăртнă юлташĕсем. 1938 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă, танкист пулнă. Яла кĕçĕн командир званипе таврăннă, каллех чăваш театрĕнче ĕçлеме пуçланă. Вăрçă пуçлансанах Улатăр хулине политруксем хатĕрлекен вĕренÿ учрежденине янă ăна, Канаш районĕнчи Сухайкасси ялĕнчен фронта кайнă. Çар политрукĕ чылай хĕрÿ çапăçусене хутшăннă. 1944 çулта Польшăри Любляна хулине ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче йывăр аманнă, госпитальте пурнăçран уйрăлнă.

 

КОНСТАНТИН /1916-1981 çç/
Ялти шкулта 6 çул вĕреннĕ. Унтан Мускава ĕçлеме кайнă. Тăван яла таврăнсан пĕр вăхăт почтальон пулнă. 1938 çулта салтак ретне тăнă, служба тивĕçне авиаци çарĕсенче пурнăçланă. 1940 çулта службăна кĕçĕн командир званипе вĕçлесен Мускаври авиазавода ĕçлеме вырнаçнă. Вăрçă пуçлансан авиазаводпа пĕрле Куйбышев хулине куçнă.
Сталинградшăн пынă йывăр çапăçусем умĕн хăйĕн ирĕкĕпе фронта кайнă. Çĕршывăн кăнтăр территорийĕсене нимĕç захватчикĕсенчен тасатас енĕпе пынă хĕрÿ çапăçусене хутшăннă, 1944 çулта Крыма ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçу вăхăтĕнче йывăр аманнă хыççăн тăван яла таврăннă. «Автогигант» колхозра уй-хир бригадин бригадирĕн ĕçне шаннă ĕнерхи салтака. 1947 çулта Йĕпреç поселокне куçса кайнă, тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Вилсен асăннă поселокăн масарне пытарнă.

 

ГЕРМОГЕН /1918-1942 çç/
Тăван ялти шкултан вĕренсе тухсан Çĕнĕ Пăва шкулне çÿренĕ. 9-мĕш класс пĕтермесĕрех Ковров хулине ĕçлеме тухса кайнă. 1939 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Авиачаçре службăра тăнă вăхăтра водителе вĕреннĕ. Финлянди вăрçине хутшăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан малтанхи кунĕсенчех Мускав енне çывхаракан гитлеровецсен çулне пÿлессишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăннă. Смоленск патĕнче йывăр аманнă. 1941 çулта тăван яла таврăннă, аманса таврăннисенчен пĕрремĕш пулнă. 1942 çулта Комсомольски районĕнче вырнаçнă çар чаçĕн йышĕнче тепĕр хут фронта кайнă. Калинин фронтне лекнĕскер çемйи патне 1 çыру çырса ĕлкĕрнĕ, паттăрла вилĕмпе пурнăçран уйрăлнă.

 

ВАСИЛИЙ /1921-1983 çç/
Курнавăш шкулĕнче 7 çул вĕреннĕ хыççăн Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 1939 çулта çар комиссариачĕ урлă авиаци çар училищине вĕренме кайнă, авиамеханик пулса тăнă. Вăрçă пĕтичченех авиамеханик пулса çапăçнă. Ветеран-фронтовик Тăван çĕршыв вăрçин орденĕн, «Хастарлăхшăн», «Мускава хÿтĕленĕшĕн», «Будапешта илнĕшĕн» медальсен кавалерĕ пулнă. 1946 çулта аслă сержант тăван тăрăха таврăнса «Автогигант» колхозри уй-хир бригадирĕнче тăрăшнă. Зинон тетĕшĕ пекех унра та артист пултарулăхĕ аталаннă: 1947 çулта Йĕпреç районĕнчи пĕр колхозра йĕркеленнĕ театрăн артисчĕ пулнă. Икĕ çултан çак районтах кĕçĕн классен шкулĕн заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ Василий Ивановича. 1953 çулта Сĕнтĕрвăрри районне пурăнма куçнă. Пурнăçран уйрăлсан Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çатракасси ялĕн масарĕнче пытарнă.

 

ИВАН /1923-1972 çç/
Шкул хыççăн Патăрьелĕнчи педагогика училищинче вĕренме пуçланă, анчах та 1942 çулта 3-мĕш курсри студента вăрçа илсе кайнă. Тăшмана хирĕç артиллери чаçĕнче кĕрешнĕ, çак çулах ноябрь уйăхĕнче ураран аманнă. Сипленнĕ хыççăн тăван тăрăха таврăннă, Патăрьелĕнчи педагогика училищинче пĕлĕвне малалла тăснă, алла диплом илсен районти Тĕмер тата Хĕрлĕçыр ялĕсен шкулĕсенче вĕрентекен пулса ĕçленĕ. 1954 çулта Пермь облаçне ĕçлеме тухса кайнă, кайран Казахстанра пурăннă. 1971 çулта вилнĕ, унтах пытарнă.

 

НИКОЛАЙ /1925-2005 çç/
Çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан, çемьере укçа-тенкĕ енчен йывăрлăхсем пулнăран, малалла вĕренме каяйман. Тăван хуçалăхра ĕçлеме пуçланă. 1943 çулта Кольăна вăрçа илсе кайнă. Çак çулхи июль уйăхĕччен вăл Владимир облаçĕнчи Кулебаки хулинчи 127 полкăн стрелоксен 33-мĕш бригадинче вĕренÿ курсĕсем витĕр тухнă. Каярах 76 миллиметрлă тупăсен 420-мĕш артиллери полкĕнче çапăçнă. Днепр юханшывĕ урлă çапăçса каçнă чух йывăр аманнă. Госпитальте вăрах вăхăт сипленнĕ хыççăн 1943 çулта пĕрремĕш ушкăнри вăрçă инвалидне тăван киле янă. Николай Иванович «Автогигант» колхозра счетовод-учетчик пулса ĕçлеме пуçланă. 1947 çулта Курнавăш шкулĕнче библиотекарь тата делопроизводитель пулма шаннă ăна. Ырă та çынлăхлă, таса та тÿрĕ кăмăллă пулнипе палăрса тăнă ĕçчен. «Ылтăн алăллăскер» столяр, механик ĕçĕсене лайăх пĕлнĕ, сехет тÿрлетнĕ. Вăл Мухтав /III степень/, Тăван çĕршыв вăрçин /I степень/ орденĕсен, «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль тата ытти наградăсен кавалерĕ пулнă. 2005 çулта пурнăçран уйрăлсан ăна Курнавăш ялĕн масарне пытарнă.

А.СМИРНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code