Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малтан çырăнăр

Малтан çырăнăр

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн республикăра коронавирус инфекцине чакарас тĕллевпе йышăннă 166 номерлĕ указне, ытти йышăнусене тĕпе хурса социаллă тата ытти пулăшу илес текен граждансен чылай предприяти-организацисен специалисчĕсемпе маларах «хĕрÿ лини» телефонĕсемпе çыхăнса черете çырăнмалла.

Елчĕкри нумай функциллĕ центрта пулăшу илес текенсене 8/83549/ 2-57-09 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа çырăнма ыйтатпăр. Кунти специалистсем тунтикунран пуçласа эрнекунччен ирхине 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен, шăматкун – 9 сехетрен пуçласа 13 сехетчен ĕçлеççĕ /апат вăхăчĕ 12 сехетрен пуçласа 13 сехетчен/, вырсарникун – кану кунĕ.

Специалист патне нумай функциллĕ центрăн сайтне кĕрсе «Запись онлайн» уйрăм урлă та çырăнма пулать.

Л.ВИКТОРОВА,
нумай функциллĕ центр ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code