Хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшне пÿлес ĕçри чи эффективлă мелсенчен пĕри – уйрăм çынсем килте саккунсăр майпа упракан хĕç-пăшала, çурăлакан тата сирпĕнекен хатĕрсене право хурал органĕсенче укçалла йышăнассине ĕçе кĕртни. Çак тĕллевпе районта кăçал муниципалитет бюджетĕнчен 10000 тенкĕ пăхса хăварнă.
Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе паракансене уголовнăй яваплăхран хăтараççĕ.
Енчен те граждансен çуртра вăрттăн упранакан хĕç-пăшал е çар хатĕрĕсем пулсан çийĕнчех Елчĕкри полици пайне килсе пама ыйтатпăр, çакăншăн укçа-тенкĕпе хавхалантаратпăр.
Ыйтусем пулсан /88352/ 24-16-55, /883539/ 5-13-02 «шанăç телефонĕпе» шăнкăравлама пулать.
Л.НИКИФОРОВА.