Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Тĕрĕ – пирĕн пурнăç»

«Тĕрĕ – пирĕн пурнăç»

Чăваш хĕрĕ ĕлĕкрен тĕрлесе çитĕнсе ÿнер пуласлăхне аталантарнă. «Чăвашсен çĕр пин тĕрĕ» каларăш та çакăнтан тухнă пулĕ.

Ачасен наци культурине аталантарас, йăли-йĕркине, чăваш тĕррин пĕлтерĕшне ăнланма вĕрентес тĕллевпе «Шевле» ача садĕнче воспитательсемпе музыка ертÿçи «Тĕрĕ – пирĕн пурнăç», «Тĕрĕ тĕнчинче», «Чăваш тĕррин илемĕ» ятпа тематика калаçăвĕсем, ĕç занятийĕсем ирттерчĕç. Унти музейра ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе чăваш тĕррин куравне йĕркеленĕ.

Тĕрĕ – аваллăхпа çыхăнтаракан хатĕрсенчен пĕри. Ăна упраса хăварасси, малалла аталанма майсем туса парасси – пирĕн тивĕç.

Н.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code