Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чун апачĕсĕр епле?

Чун апачĕсĕр епле?

Кăшăллă вирус амакĕ тĕнчене çăварăхлама тамаланнă тапхăрта пурнăç урапи те пĕр тикĕс кусмасть. Нумай предприяти-организацин производствăри хăнăхнă йĕркерен тухма тиврĕ. Экономика тĕлĕшĕнчен пăхсан уйрăмах обществăлла апатлану предприятийĕсене хĕнтерех килет халĕ – туллин ĕçлеймеççĕ вĕсем. Çакă чи малтанах вĕсенче вăй хуракансене тупăшсăр тăратса хăварасси патне илсе çитерет. Паллах, ытти сферăра та ĕç-пуç çăмăллăн çыхăнса пымасть, çав шутра массăллă информаци хатĕрĕсенче те.

Юридици сăпачĕ тĕлĕшпе «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ хăй тытăмлăх учрежденийĕ шутланать. Урăхла каласан, хăйĕн бюджечĕн 60 процентне йĕркелесе пырать. Вăл, пытарма кирлĕ мар, тĕпрен илсен пĕлтерÿсемпе саламсем пичетленинчен, брошюрăсемпе бланксем хатĕрлесе кăларнинчен килет. Пандеми тапхăрĕнче вара хаçата реклама сĕнекенсен йышĕ самаях чакни сисĕнет. Çав вăхăтрах хаçат кăлармалли хут, Шупашкарти типографире хаçата пичетлеттересси, ăна унтан турттарса килесси çав вируса пулах хакланса пырать.

Сиксе тухнă йывăрлăхсене шута илсе, Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви район хаçачĕсен редакцийĕсене 2021 çулта хаçатсене эрнере пĕр хутчен кăларма сĕннĕ. Çичĕ районта 2-3 çул каяллах асăннă графикпа кăлараççĕ. Вĕсенчен 8 страницăпа кăна тухаканнисем те пур. Эпир вара эрнери страницăсен шутне çаплах хăваратпăр – 12. Вулакан патне çитес çул эрнекунсерен çитĕ вăл. Пире хальхи пекех хăнăхнă йĕркепе ĕçлеме çăмăлтарах та паллах, информацисене маларах çитерме те меллĕ. Анчах çÿлерех палăртнă улшăнусăр май çуках – унсăрăн хаçат хупăнас хăрушлăх пур. Ав, Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски районĕсен редакцийĕсене «Хыпар» хаçатпа пĕрлештернĕ. Ку – ыт ахальтен мар.

Çитес çулхи пĕрремĕш çур çула çырăнма «Елчĕк ен» хакĕ хальхинчен йÿнĕрех – 458 тенкĕ те 58 пус. Альтернативлă майпа илсе тăма кăмăл пулсан – 270 тенкĕ.

Паянхи çăмăл мар тапхăрта та хаçатăн кашни номерне тулли содержаниллĕ, пахалăхлă йĕркелессишĕн коллективри кашни ĕçчен чунне парса тăрăшать. «Çÿлтен» сĕнекен хыпарсене вырнаçтарас тĕллевпе тепĕр чухне 19 сехетчен ĕçлени те пулкалать. Светлана Архипова, Валентина Кириллова, Елена Петрова редакторсем, Ольга Владимирова дизайнер, Оксана Иванова редактор-консультант – опытлă сотрудниксем, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хураççĕ. Галина Капсулова менеджерăн, Зоя Блинова тирпейлÿçĕн, Владимир Петров водителĕн тÿпи те пысăк юратнă хаçатăмăр кун-çулĕнче. Изданин кулленхи биографине унта çырса тăракансем те пуянлатаççĕ. Тĕрлĕ жанр, тĕрлĕ шухăш темрен те паха.

Астăватпăр: ĕлĕкрех колхозсен обязательнăй йĕркепе патшалăх заданийĕсене пурнăçлама тиветчĕ. Çавнашкал планпа килĕшÿллĕн ĕçлесси республикăри пĕтĕм хаçат редакцийĕсен халĕ те пур. Çак тĕллевпе кашни уйăхра 35 номинаципе /ял хуçалăхĕ, спорт, терроризм, вĕренÿ, культура, демографи политики, граждан оборони…/ тĕрлĕ материала кун çути паратпăр. Хăш-пĕр темăпа çырни, калăпăр, экстремизм, чылайăшĕн кăмăлне каймĕ те. Анчах планра кăтартнине çырмаллах, мĕн тăвăн. «Республикăра» рубрика та кирлех. Вырăсла пичетленекен статьясемпе кăмăлсăрланса шăнкăравлакансем те пур редакцие. Уставпа килĕшÿллĕн икĕ чĕлхепе çырма ирĕк пур. Май çитнĕ таран чăвашла куçарса пичетлеме тăрăшатпăр-ха, çапах та прокуратура, налук инспекцийĕн, пенси фончĕн, территори суйлав комиссийĕн материалĕсене вырăслах хăварни вырăнлă.

Хаçат-журнал çырăнасси кашнин çыннăн хăйĕн шухăш-кăмăлĕнчен килет. Ку вăл унăн тавра курăм шайĕпе те çыхăннă. Çывăх пĕлекен пĕр арçынна ыйту патăм:

– Район хаçатне çырăнтăн-и-ха?

– Çырăнмастăп, унта вуламалли нимĕн те çук, – пулчĕ хурав.

Мĕнле материал кирлине ыйтсан калама пултараймарĕ хăй. Халĕччен калаçкаланă, сăнанă тăрăх, унашкаллисем пĕр хаçат-журнал та илсе тăмаççĕ.

Теприсемех:

– Пĕр йĕркине сиктермесĕр вуласа тухатпăр, – теççĕ.

«Елчĕк ен» паян 3575 экземплярпа тухса тăрать е районти 4,4 çынна пĕр экземпляр тивĕçет. Ăна тĕп хулара, республикăри ытти районсенче те илсе тăраççĕ. Апла тăк хаçатăмăр пурăнать-ха. Малашне те пĕрле пулар.

Н.МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code