Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Куракансем килĕштернĕ пике

Куракансем килĕштернĕ пике

«Елчĕк ен пики» конкурс кăçал онлайн мелĕпе иртнĕ. Унта Аслă Шăхальти София Ананьева çĕнтернĕ. Маттур пике район чысне «Раççей чăваш пики – 2020» конкурсра хÿтĕленĕ, «Куракансем килĕштернĕ пике» ята çĕнсе илнĕ. Ăна интернет сасăлавпа палăртнă.

Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта 10 класра вĕренекен хĕр ача мĕн пĕчĕкрен юрă-ташăпа кăсăкланать, Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕ çумĕнчи «Камбрэ» ташă кружокне çÿрет. София шкулта «4» тата «5» паллăсемпе кăна вĕренет, кирек мĕнле мероприятире те активлă.

Аслă Шăхальти Эльвира Геннадиевнăпа Илья Александрович Ананьевсен туслă та ĕçчен, йышлă çемйинче çитĕнет пултаруллă хĕр ача. Çемьере тăватă пĕртăван. Аппăшĕсем тăван килти ăшă йăваран вĕçсе тухса кайнă. Софийăн иккĕмĕш класра вĕренекен шăллĕ пур. Чипер пике мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿсет.

Сăн ÿкерчĕкре: С.Ананьева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code