Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç династийĕн стажĕ – 237 çул

Ĕç династийĕн стажĕ – 237 çул

Чăваш Енре ĕç династийĕсене хаклассине тĕпе хураççĕ.

Кавалти Степановсем кăçал республикăри конкурса хутшăннă. Вĕсем хăйсен кун-çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Çемьен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 237 çул. Йăх-несĕл пуçлăхĕ, Анатолий Васильевич, 54 çул тăван колхозра вăй хунă. Чылай çул Коммунизмла ĕç ударникĕ пулнă, тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн медале тивĕçнĕ. Хисеп хучĕсем те йышлă унăн. Мăшăрĕ, Евгения Алексеевна, ял хуçалăхĕнче пиçĕхсе 43 çул стаж пуçтарнă. Унăн та юбилей медалĕсем пур. Иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

Харсăр ашшĕ-амăшĕ хыççăн ачисем те вĕсен сукмакне малалла такăрлатнă. Валери 39, Николай 29 çул ял хуçалăх предприятийĕнче тăрăшаççĕ. Вĕсен мăшăрĕсем – Тамарăпа Галина та тăван хуçалăхра вăй хунă. Степановсен Владислав мăнукĕ те ваттисен пилĕпе династине малалла пуянлатать. Хальхи вăхăтра вăл «Комбайн» хуçалăхра комплекслă бригада бригадирĕнче ĕçлет.

Степановсем хăйсен правурлăхĕпе ялта пысăк ят-сума çĕнсе илнĕ. Çакăн пек маттур çемьесемпе тытăнса тăрать, малалла аталанать те ял.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code