1971 çул. Патреккелĕнчи 8 çул вĕренмелли шкул. Çамрăк специалист эпĕ: вырăс тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентетĕп. Сисĕнмесĕрех вĕренỹ çулĕ те вĕçленчĕ. Умра — пĕрремĕш отпуск. Тавра курăма аталантарас, нумайрах курас-пĕлес туртăм çамрăк чухне тăтăшах хавхалантарнă ĕнтĕ. Учителĕн пĕрремĕш çул çỹревĕ Ленинград хулине пулчĕ. Автобус пире, туристсене, «Астория» хăна çурчĕ умне илсе çитерчĕ. Кунта пурте юратакан сăвăçăн Сергей Есенинăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Экскурсовод унăн кун-çулĕпе паллаштарчĕ, сăввисене вуласа пирĕн чун-чĕрене тыткăнларĕ.
Çакăн хыççăн паллă сăвăçăн пултарулăхĕпе пушшех «чирлеме» пуçларăм. Унăн вуламан хайлавĕсем юлмарĕç те пулĕ. «Мĕн пулĕ-ши Есенин пек сăвă çырма тытăнса пăхсан?» — хама хам ыйту патăм пĕринче.
Сенкер тỹпе. Ыраш пусси,
Пĕт-пĕлтĕк путене сасси.
Кăн-кăвак утмăлтурат çеçки, —
Савни куçĕсен мерчен çути.
Тап-такăр ансăр сукмакпа
Чупса килсессĕн çил ачи,
Янăрать уйра таçта çити
Шăнкăрав чечекĕн шеп сасси…
Кăçалхи октябрĕн 3-мĕшĕнче Сергей Есенин çуралнăранпа 130 çул çитрĕ. С.Есенина асăнса Шупашкарти Мускав районĕн «Ровесник» культура керменне 64-мĕш тата 50-мĕш шкулсенче вĕренекенсене йыхравласа асăну каçĕсем йĕркелерĕç. Эпĕ, иккĕмĕш шкулта ĕçлесе пенсие тухнă май, мана та чĕнмесĕр хăвармарĕç. Чăвашла çырнă сăввăмсене вуларăм унта. Ачасем те тăван чĕлхепе туслă пулни кăмăла çĕклерĕ, паллах.
Аслă поэта халалланă «Вырăс чунлă сăвăçăн сасси» мероприяти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче те иртрĕ. Унта Есенин сăввисемпе хывнă юрăсене музыкантсем чĕрене витермелле вылярĕç. Эпĕ те куракан вырăнĕнче çеç пулмарăм — сăввăмсемпе паллаштартăм.
«Фронта янă тата фронтран килнĕ çырусем» темăпа литература композицийĕ хатĕрлеме те май килчĕ. Унпа декабрь уйăхĕнче иртекен Елчĕк ен ентешлĕхĕн уявĕнче халăх умне тухма ĕмĕтленетĕп.
Елена КОНДРАТЬЕВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

