Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уртаракан чир

Уртаракан чир

Уртаракан чир выльăх-чĕрлĕхшĕн анчах мар, çынсемшĕн те пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Тилĕсемпе кашкăрсем, хуçасăр çапкаланса çÿрекен йытăсемпе кушаксем чир саракансем шутланаççĕ. Ăна пуçарса яракан вирус çынна, выльăха уртаракан чирпе чирленĕ тилĕ, кушак е ытти тискер кайăк çыртсан унăн сĕлеки урлă ерет. Вирус организма лекнĕ хыççăн чир паллисем пуçланичченхи тапхăр темиçе талăкран пуçласа пĕр уйăх таранах /вăтамран 3-6 эрне/ тăсăлма пултарать. Урнă йытă чылай чухне хаярланса чăрсăрланать, сĕлекине юхтарать, хăйĕн çулĕ çинче тĕл пулнă выльăхсемпе çынсене тапăнса сиенлет. Чир аталанса пынă май йытта шалкăм çапать, апатне çăтайманнипе начарланса каять, ÿт-пĕвĕ хускалми пулса 8-11 кунран вилет.

Юлашки вăхăтра урнă йытăсен чирĕ йăваш, лăпкă иртни паллă. Ку чухне вĕсем шалкăм çапнă хыççăн 3-4 талăкранах вилеççĕ. Чирлĕ тилĕсем çынсемпе выльăх-чĕрлĕхрен хăрами пулса ялсемпе фермăсене кĕрсе нумай нуша кăтартма пултараççĕ. Çавăнпа чирлĕ тилле çынсен хăйсен патне çывăха яма, шеллеме юрамасть. Çакна асра тытса килте хапха айĕсене хупса тăмалла – вĕсене картишне кĕме шăтăк ан пултăр, йытă апачĕсемпе те илĕртмелле мар.

Енчен те тилĕ çынна сиенлерĕ пулсан сурана хăвăрт таса шывпа, супăньпе çумалла та вырăнти медицина учрежденине е тĕп больницăна каймалла, профилактикăлла иммунизаци курсĕ витĕр тухмалла.

Тĕрлĕрен сăлтава пула çут çанталăкра тилĕсен шучĕ çулсерен ÿссе пыни, çав вăхăтрах вĕсене тăранса пурăнма апат çителĕксĕр пулни вĕсен сывлăхне палăртмалла хавшатать. Выçăллă-тутăллă çÿрекен тилĕсем хушшинче вара уртаракан чир те самай хăвăртрах сарăлма пултарни паллă.

Çак хăрушă чир районта ан сарăлтăр тесе патшалăх тытăмĕнчи ветеринари службинче ĕçлекенсем çулсерен тĕрлĕ мероприятисем пурнăçлаççĕ. Халăх хушшинче тĕрлĕрен ăнлантару ĕçĕсене туса ирттереççĕ.

Районта пурăнакан çынсене хăйсене урăхларах тытакан чĕр чунсемпе асăрхануллă пулма чĕнсе калатпăр. Иккĕлентерекен чĕр чунсене курсан вырăнсенчи ветеринари специалисчĕсене е хĕрÿ лини телефонĕсемпе: 2-55-32, 2-56-42 шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

Р.ЕФИМОВА,
районти ветстанцин ертсе пыракан тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code