Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Коррупципе кĕрешесси – тĕп ыйту

Коррупципе кĕрешесси – тĕп ыйту

Ĕнер Елчĕк район пуçлăхĕ Ираида Васильева ертсе пынипе коррупцие хирĕç кĕрешекен районти канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

Унта муниципаллă харпăрлăхри пурлăха арендăна парас, пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ чух коррупци сĕмĕллĕ преступленисен çулне пÿлес, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен тапхăрĕнче йĕркене пăхăнас тата ытти ыйтусене пăхса тухнă.

Ларура район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Афанасьев, район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Марина Павлова тата ыттисем тухса калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code