— Виçĕ пин те тăват çĕр аллă тенкĕ, — кассир кинемей умне укçисене каялла шутарса хучĕ.
— Хĕрĕм, уколĕсене эпĕ тутарăп-ха, ытти хăш-пĕр эмелне каялла илсе хур. 500 тенкĕ те пулин юлтăр çăкăр илме.
— Вара 2900 тенкĕлĕх пулать, — аптекарша пĕр курупкине каялла илчĕ.
Кинемей тỹрех тухса каймарĕ-ха, кĕтесри сĕтел умне вырнаçса юн пусăмне тĕрĕслерĕ.
Черетре çак калаçăва итлесе тăнă Марина:
— Вера аппа, мана çак ватă çыннăн эмелне парăр-ха, -умне икĕ пин тенкĕлĕх укçа кăларса хучĕ.
— Сана мĕн тума кирлĕ вăл эмел? — кăсăкланчĕ сутуçă.
— Ăна паратăп, — карчăк енне пуç сĕлтсе хуравларĕ 10-ри хĕр ача.
— Килте вăрçмаççĕ-и сана? — шеллевлĕн пăхса ыйтрĕ çамрăк хĕрарăм.
— Çук, вăрçмаççĕ. Манăн укçа пур, — суйрĕ Марина.
Тухса кайма хатĕрленнĕ кинеми умне çав вăхăтра эмел курупкине хучĕ.
— Акă, санăн эмелỹ… Укçа вăл пичетленет, сывлăха ун пек тума çук, — çитĕннĕ çын пекех сăмахларĕ хĕр ача.
Ватă çыннăн куçĕнчен пăчăртанса куççуль юхса анчĕ.
Йăваш, çемçе кăмăллă хĕр ача Марина. Ашшĕсĕр ỹсекенскер, йывăрлăхсем пулсан та никама та ỹпкелемест. Амăшне, кукашшĕпе кукамăшне хĕрхенет вăл. Ỹссе çитсен амăшĕпе яла куçса кайма, ватăсене пăхса пурăнма ĕмĕтленет. Хĕр ача ашшĕне нихăçан та курман. Амăшĕ йывăр çын пулнине пĕлсенех пăч! çухалнă вăл, çемье çавăрма шутламан та. Çĕпĕре тухса кайнă та унта аварине лексе вилнĕ.
Хваттере пырса кĕрсенех Марина диван çинче тĕрлесе ларакан амăшĕ çумне пырса ларчĕ, туяннă япаласене тата 100 тенкĕ ытларах укçине кăларса хучĕ.
— Çак кăна-и? Тата 600 тенки ăçта? — тỹрех «допрос» тума пикенчĕ амăшĕ.
— Пĕр ватă çыннăн эмел илме укçи çитмерĕ.
— Марина! Мĕн хăтланатăн эс? Ĕç укçи тепĕр эрнесĕр пулмасть. Çак 100 тенкĕпе мĕнле пурăнмалла? Саншăн, ав, бассейн, ташă студийĕ валли те кирлĕ, манăн ĕç укçи йỹнеçтерсе пымалăх кăна вĕт.
— Анне! Эпĕ ватă çынна пулăшрăм!
— Ватăсем нумай, пурне те пулăшма пуçласан хамăрăн мĕнле пурăнмалла тетĕн? Эсĕ çавна чухлатăн-и? Пуçунта хывăх пулĕ сан, эй-ай-ай!
— Анне! Анне! — чĕрре кĕрет хĕр пĕрчи. — Эпĕ усал турăм-и? Манăн 500 тенкĕ пур. Эсĕ панă укçасенчен 10-20-шер тенкĕ пухса пытăм.
Иккĕшĕн куççулĕсем пĕрлешсе пичĕсем тăрăх юхрĕç.
…Чиркỹре ватă карчăк Турă Амăшĕн иконĕ умне çурта çутса лартрĕ. Чĕркуçленсе ларса хăй пĕлнĕ пек кĕлĕ каларĕ:
— Эй, Туррăн Таса Амăшĕ! Турă чурине Маринăна пулăшса, хỹтĕлесе тăр. Ỹкĕнỹ е савăнăç куççулĕн тумламĕсем çăлтăрсем пулса тỹпере çуталччăр.
Александр СОРОКИН.
Елчĕк.

