Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Электрон пулăшусем

Электрон пулăшусем

«Раççей Федерацийĕн цифра экономики» наци проекчĕ пурнăçа нумай çĕнĕлĕх кĕртрĕ. Унпа килĕшÿллĕн иртнĕ çул апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнче аналог телекуравсене цифрăллипе улăштартăмăр, çавна май паянхи кун çĕнĕ форматра тÿлевсĕр 20 канал курса киленетпĕр, вĕсен шутĕнче чăваш наци телевиденине.

Çапах та республикипе илсен пурĕ 68 яла /пирĕн районти 6/ сигнал çитмест, çавна май вĕсенче пурăнакансене патшалăх спутник урлă тÿлевсĕр 20 телеканалпа тивĕçтерет.

Çак проект пулăшнипех патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ ăнăçлă аталанать. Çавна май халĕ тĕрлĕ пулăшăва килтен тухмасăрах электрон мелĕпе илетпĕр.

Наци проектне пурнăçа кĕртмешкĕн республикăра 5 проект паспортне çирĕплетнĕ. Вĕсене Чăваш Енре, çав вăхăтрах районта та 2024 çулччен пурнăçлама тĕллев лартнă. Сăмах май, «Информаци инфратытăмĕ» проект социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене – фельдшерпа акушер пункчĕсене, вĕрентÿ организацийĕсене, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене пысăк хăвăртлăхлă интернет çитерес тĕлĕшпе ĕçлет.

Районта пурăнакансенсен пысăк пайĕ халĕ патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленнĕ, налук службин, Пенси фончĕн, Росреестр ресурсĕнче, медицина, ЖКХ, вĕрентÿ, ШĔМ тата ÇÇХПИ тытăмĕсенче, ытти информтытăмпа тĕрлĕ ĕç пурнăçлать. Ашшĕ-амăшĕ, ачисем электрон дневникпа усă кураççĕ, аслисем кĕçĕннисен çитĕнĕвĕсемпе уроксем пынă вăхăтра та паллашма пултараççĕ.

Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен çĕршывра çĕнĕ саккун вăя кĕчĕ. Унпа килĕшÿллĕн çынсене патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнчи харпăр уйрăм кабинечĕ урлă хăйсем усă курма пултаракан çăмăллăхсемпе тÿлевсем, пособисем пирки пĕлтерсе тăрĕç. Тĕслĕхрен, ача çуралсан пĕр хутчен паракан пособи, ăна 1,5 тата 3 çулччен пăхнăшăн тивĕçекен тÿлевсем пирки. Граждансен çак пĕлтерÿсене илме килĕшни кирлĕ. Ку утăма вĕсен Пĕрлехи порталти хăйсен кабинечĕ урлă тумалла. Нумайăшĕ хăйсене тивекен çăмăллăхсем пирки те пĕлмеççĕ, çак портал вара вĕсене çакăн пирки тĕплĕн пĕлтерĕ.

Страницăра «учетная запись» çирĕплетни пулăшу тĕсĕсемпе усă курассине анлăлатать. Ку меслетпе усă курас тесен банкăн клиенчĕ пулмалла. Кăçалхи 9 уйăхра республикăра Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче 86,5 пин çын регистрациленнĕ, 94,7 пин çын «учетная запись» çирĕплетнĕ.

– «Учетная запись» çирĕплетесси маншăн йывăр пек туйăнатчĕ, – хыпарлать Елчĕк ял тăрăхĕнчи 65 çултан иртнĕ В.Маркова. – Кăçал коронавирус пандемине пула килте ларнă вăхăтра мăнукăмсем пулăшнипе çирĕплетрĕм ăна. Перекет банкĕн клиенчĕ пулнă май унăн мобильлĕ приложенине кĕрсе унта хамăн паспорт, СНИЛС кăтартăвĕсене çыртăм. Çапла майпа хальхи вăхăтра эпĕ килте ларсах Пенси фондĕнчи хамăн пайăр счет, налуксем е ытти парăмсем пирки пĕлетĕп, çутăпа тата çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн тивекен тÿлевсемпе килтен тухмасăр татăлатăп. Приложени усси пирки пĕр ÿсĕмри тантăшăмсене те пĕлтертĕм. Электрон пулăшупа усă курни вăхăта та, укçа-тенке те перекетлет.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code