Агропромышленность комплексне тĕллевлĕн аталантармалли майсем халĕ сахал мар. Çакна патшалăх шайĕнче тивĕçлипе йĕркелесе пыни ял çыннине мал ĕмĕтпе пурăнма, пуçаруллă пулма хистет. «Победа» сахал яваплă обществăри тĕслĕх те çакна çирĕплетет. Ял хуçалăх предприятийĕнче çĕнĕлĕхсене алла илессипе тахçанах ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Вĕсем ялан шыравра: производствăна тухăçлă йĕркелемелли майсене тата анлăрах ĕçе кĕртес, фермăра вăй хуракансене паянхи пурнăç шайне тивĕçтермелли ĕç условийĕсем туса парас ыйтусем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
– Паянхи пурнăç саккунĕ çирĕп. Мĕн тунипе анчах лăпланса ларас пулсан-и, малашлăх та тĕтреллĕ курăнĕ. Производствăра вăй хуракансен ĕç условийĕсене, вăл пурнăç шайĕпе таччăн çыхăннă, кирлĕ пек йĕркелесе пырассине те ĕç параканăн чи малти вырăна хума тиветех. Унсăрăн çамрăксене ялта хăвараймăн, – тет Николай Головин директор.
Икĕ теçетке çула яхăн каяллах вăйра тăнă «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ технологисене алла илме пултарнипе «Победа» ОООра ĕнесене ятарлă залра сума тытăннă. Районта çак тĕслĕх пуçласа ĕçе кĕнине кура, ĕнесене блоксенче кăкармасăр усрани малтанлăха тĕлĕнмелле, ĕненмелле мар пек те туйăннă. Ун хыççăнах хута кайнă тепĕр çĕнĕ витене те çакăн евĕрлĕрех проектпа хăпартнă: ĕне выльăхсене кăкармасăр усрамалла тунă, апат сĕтелĕ вырнаçтарнă. Çулталăк каялла Израиль çĕршывĕнче туса кăларнă «ăслă» оборудованисен пĕтĕм комплектне вырнаçтарнă çĕнĕ йышши тепĕр вите хута кайни, пушшех, Чăваш Ен шайĕнчи агропромышленность комплексĕнчи чи пысăк ĕçсен шутне кĕчĕ.
Фермăри ĕçсене йĕркелесе пырассинче çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курни продуктивлăха, чĕр тавар пахалăхне çулсерен ÿстерсе пымалли майсене уçать. Ахальтен мар «Победа» ООО выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессипе республикăра кашни çул малтисен ретĕнче, сĕт сăвассипе вара тăтăшах пĕрремĕш вырăнта. Кăçалхи 11 уйăхра кунта пĕр ĕнерен 8056 килограмм сĕт сунă, çулталăкри кăтарту 8600 килограмран иртмелле. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан, пушшех, кăтартусем сулмаклă пулнине ĕнентерет: отчетлă тапхăрта пурĕ 116 центнер аш-какай, 1930 центнер сĕт туса илнĕ. Пысăк пахалăхлă продукци чи пысăк хакпа сутăнать. Производствăна çÿллĕ шайра йĕркелесе пынине кура, каламасăрах паллă, ĕç укçи те пысăк. Çакна пĕлсе, курса тăракан çамрăксем пĕрин хыççăн тепри хăюллăнах фермăна ĕçлеме килеççĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ çамрăк специалистсене яла тавăрасси, вĕсене ĕçлеме анчах мар, малашлăха шанса пурăнма тивĕçлĕ услови туса парасси – пулăшу мерисемпе тивĕçтересси çине дирекци енчен уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрни хальхи вăхăтра, шел пулин те, сайра тĕл пулать.
«Победа» ОООри техника паркĕ çулталăкра 22 миллион тенкĕлĕх çĕнелнĕ
Кирлĕ шайри продукци туса илес тесен выльăх-чĕрлĕхе тулăх тăрантармалла, рационра хушма апатсем те çителĕклĕ пулмалла. Ял хуçалăх предприятийĕнче рациона йĕркелессинче зооветеринари йĕркипе килĕшÿллĕн ыйтнине туллин пурнăçласа пыраççĕ-ха, анчах Николай Головин директора укçа парса туянма тивекен хушма апатсем тăтăш хакланса пыни иртнĕ вăхăтран тытăнсах шухăшлаттарнă. Тинех пуçран тухман ыйтăва та татса пама май килнĕ, Премикс «ЭкоМакс «Престиж», Премикс «ЭкоМакс «Антракт» йышши /пурĕ 14 тĕрлĕ/ хушма апата вырăнтах хатĕрлеме тытăннă. Нумаях пулмасть уçăлнă цехри ĕçе чăрмавсăр, технологие çирĕп пăхăнса йĕркелесе пыраççĕ. Унсăр пуçне, пахалăх тĕлĕшĕпе туяннинчен нимĕнпе те улшăнса тăман хушма апатсене вырăнта туса илни укçа-тенке те сахал мар перекетлеме май парать. Çакă – чи кирли.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине, сăвăнакан ĕнесен хисепне май пур таран ÿстерсе пырас çул-йĕре суйласа илнĕ ял хуçалăх предприятийĕнче 2021 çулта пушмак пăрусене усрамалли тепĕр çĕнĕ вите хăпартса лартма çирĕп тĕв тытнă. Малашлăхра вырăнта туса илнĕ сĕтрен продукци кăларма та ĕмĕтленеççĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕн автопаркĕ те çав тери пуян – пĕр кивĕ техника кураймăн. Апла пулин те, патшалăх пулăшнипе, хăйсен укçи-тенкипе усă курса, техника паркне тăтăш çĕнетсех пыраççĕ. Иртнĕ çул çĕнĕ йышши ял хуçалăх машинисене 22 миллион тенке яхăнлăх, кăçал та нумай туяннă. Çĕнĕ çулччен те 4 млн тенкĕлĕх техника кÿрсе килме ĕлкĕрмелле.
2021 çулхи çур акире пĕтĕм лаптăка элита репродукцири вăрлăхсемпе акса хăварма шутлани те – пурнăçланмалли тĕллев.
Светлана АРХИПОВА.
ХАКЛАВ
Анна СТЕПАНОВА, ветеринар:
– Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн, хулара ÿссе çитĕннĕ пулин те, пĕр шухăшласа тăмасăр «Победа» ОООра ветеринарта ĕçлеме килĕшрĕм. Малтан та икĕ хутчен кунта практикăра пулса ферма коллективĕпе – пĕр-пĕрне яланах ыр сунакан, пулăшма хатĕр çынсемпе çывăх паллашнăччĕ. Фермăри ĕçе епле йĕркелесе пынине килĕштертĕм, пурнăçăма Аслă Пăла Тимеш ялĕпе çыхăнтарма малтанласа, паллах, ĕç укçи те илĕртрĕ пулĕ. Халĕ вара çакăншăн нимĕн чухлĕ те ÿкĕнместĕп. Ĕненетĕп: ку манăн чăн шăпам пулчĕ.
Çамрăк специалист пулнине шута илсе, хуçалăх шучĕпе уйрăм çурт туянса пачĕç. Юсав ĕçĕсене тума та пулăшрĕç, хуларинчен кая мар мĕн пур условипе тивĕçтерчĕç. Çанă тавăрса ĕçлемелле анчах.