Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Çĕнĕлле аталанма хавхалантарать

Çĕнĕлле аталанма хавхалантарать

«Вĕрентÿ» проект 8 регион проекчĕсенчен тăрать пулсан, пирĕн районта 6-шĕ пурнăçа кĕрет.

«Хальхи вăхăтри шкул» проектпа килĕшÿллĕн 2019 çулта Елчĕк тата Лаш Таяпа, кăçал Аслă Елчĕк шкулĕсенче «Ÿсĕм вырăнĕ» центрсем хута кайнă. Вĕсене уçни шкул ачисене «Технологи», «Информатика», «ОБЖ» тата ытти предметсене цифра çăл куçĕсемпе туллин усă курса ăса хывма май парать. Вĕрентĕвĕн пахалăхне ÿстермешкĕн предметсене те çĕнетнĕ. Сăмахран, «ОБЖ» предметĕнче ачасем информаци хăрушсăрлăхĕпе, кибергигиенăпа паллашаççĕ. Шахмат вăййи математикăна тарăнрах пĕлме май парать. Çакă конкуренцилĕхе ÿстернине те çирĕплетеççĕ специалистсем. Иртнĕ çул Елчĕк шкулĕнчи центра уçас мероприятие хутшăнма тивнĕччĕ. Асăннă центр вĕренĕве çĕнĕ шая çĕклеме, ял тата хула шкулĕсенче ăс пухакан ачасен пĕлĕвĕсене шайлаштарма май пани пирки хаçатра хыпарланăччĕ.

Çак кунсенче Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкулти «Ÿсĕм вырăнĕ» центрта пулса кунти вĕренекенсемпе тĕл пулма май килчĕ. Эпир пынă вăхăтра центрта 8-мĕш класра вĕренекенсем хăйсен интересĕпе туртăмне кура тĕрлĕ ĕç пурнăçлатчĕç.

– Икĕ пÿлĕмрен тăракан «Ÿсĕм вырăнĕ» /пĕри – проект ĕçĕ-хĕлне аталантармалли, тепри – цифра пĕлĕвне тарăнлатмалли/ центра ачасем пысăк хавхаланупа çÿреççĕ. Сăнанă тăрăх, кунта вĕсем тĕрлĕ енлĕн аталанаççĕ, чылай предмета çăмăлтарах парăнтарма пуçлани сисĕнет. Вăл вĕренÿре йывăрпа ĕлкĕрсе пыракансене те малалла хавхаланма тата аталанма пулăшни курăнать, – палăртрĕ центр ертÿçи Марина Меметова кабинетсемпе паллаштарнă май.

Кабинетсене сĕтел-пуканпа тата кирлĕ оборудованипе туллин тивĕçтернĕ /ноутбуксемпе, пысăк мониторпа, квадрокоптерсемпе, 3D-принтерсемпе, виртуаллă чăнлăх шлемĕпе, цифра фотоаппарачĕпе, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама вĕрентмелли манекенсемпе, шахмат комплекчĕпе, ытти гаджетпа/. Ачасем 3D-принтерпа, квадрокоптерсемпе, робототехникăпа хăйсем мĕн тума пултарнине кăтартса пачĕç. Робототехникăпа çыхăннă кружока çÿрекенсем «Lego education» тата «Vex IQ» наборсен моделĕсене пухма, Clawbot IQ робот мĕнле хусканусем тунине кăтартма ăста. Шкул ачисем робот пуçтарма çеç мар, вĕсене программăлама та хăнăхса пыраççĕ.

Шкул директорĕ Ирина Чернова каланă тăрăх, ку центра хута яриччен унта ĕçлеме тивĕç педагогсем ятарлă курссенче пĕлĕвне тарăнлатнă. Вăл ачасем хăйсен хушшинче ăмăртусем йĕркелени пирки те пĕлтерчĕ. Пĕтĕмлетсе калас пулсан, ку центр ачасене шутсăр килĕшет, вĕсем кунта каçченех ларма та хатĕр. Çакă ачасен куçĕсем çиçсе тăнинчен те аван курăнчĕ. Вĕсене калаçтарнă, шухăш-кăмăлĕсене ыйтса пĕлнĕ май кунта çÿрекенсен хушшинче программист, тухтăр, журналист, фотограф профессийĕсене алла илес текенсем пурри палăрчĕ.

– Кăçал центр çĕнĕ ноутбуксемпе, компьютерсемпе пуянланни пире тата та хавхалантарчĕ. Хальхи вăхăтра центрта 3 кружок ĕçлет, вĕсене чылай ача çÿрет. Кружоксен ертÿçисем Марина Меметова, Ольга Салмина, Вера Павлова пире нумай çĕннипе паллаштараççĕ. Раççей шайĕпех иртекен «Цифра урокĕсенче» усăллине нумай пĕлме пулать. Ачасене дронпа тата квадрокоптерпа ĕçлеме хăнăхни питĕ кăсăклантарчĕ. Çак аппаратсемпе усă курса эпир шкулти тĕрлĕ мероприятисене /субботник, тренировкăсемпе ăмăртусем/ ÿкерттертĕмĕр, – хавхаланса пĕлтерет 8-мĕш класра пĕлÿ илекен Артем Борисов.

Халĕ коронавирус инфекцийĕ анлăн сарăлнине пула массăллă мероприятисем иртмеççĕ-ха шкулта, çапах та малашлăхра ачасем Пĕлÿ кунне тата юлашки шăнкăрав уявĕсене те тĕплĕн ÿкерттерсе асăнмалăх хăварас кăмăллă пулнине пĕлтереççĕ.

Çакна та палăртмалла. Кăçал районти чылай шкулта чÿречесене улăштарнă /Елчĕк шкулĕнче 1227479,84 тенкĕлĕх, Патреккел – 164911, Çирĕклĕ Шăхаль – 1528700,30, Кушкă – 420932, Çĕнĕ Пăва – 293179,04, Курнавăш – 343256, Аслă Елчĕк шкулĕнче – 2383501,60 тенкĕлĕх/. 2020 çулта тунă тепĕр пысăк ĕçсенчен пĕри – Елчĕкри «Солнышко» ача садне тĕпрен юсани. Çак тĕллевпе 10638300 тенкĕ уйăрнă пулсан, 8476192 тенкине ĕçе кĕртнĕ. Çĕнĕ Пăвари шкула юсама 13750983 тенкĕ уйăрнă, 12836608,53 тенкине ĕçе кĕртнĕ. «Вĕрентĕве аталантарасси» муниципалитет программипе килĕшÿллĕн Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкулта 12549423,66 тенкĕлĕх тĕп юсав ĕçĕсем пурнăçланă. А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн çуртне 9,5 млн тенкĕлĕх тĕпрен юсанă.

Аслă Елчĕк шкул директорĕпе Николай Волковпа директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ – апатланăва йĕркелес енĕпе яваплă Людмила Егоркина апат пахалăхĕпе интересленеççĕ

«Кашни ачан çитĕнĕвĕ» проект пулăшнипе районти вĕренÿ учрежденийĕсене 2019 çулта республика бюджетĕнчен робототехника енĕпе 1647435,96 пин тенкĕлĕх вĕрентÿ оборудованийĕ килнĕ. Кăçал вара роботсен ăмăртăвĕсене йĕркелемелли уйсем валли 242999,99 тенкĕ уйăрнă. 2019 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа район территорийĕнче ачасен хушма вĕрентĕвне пайăррăн финанслас тытăм та ăнăçлă пурнăçа кĕнĕ. Тĕп тĕллев – 2024 çул тĕлне ачасен 80 процентне тÿлевсĕр майпа хушма пĕлÿ илме май туса парасси.

Ачасен çитĕнĕвĕ сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пынинчен тата пахалăхлă апатланнинчен нумай килет. Проекта пурнăçа кĕртсе 2019 çулта Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкул спорт залĕнче 1 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттернине палăртмалла. Çавна май кунта душ тата туалет пÿлĕмĕсем тунă, физкультурăпа спорт занятийĕсем валли инвентарьсем туяннă. Кашни ачашăн пысăк парне çакă. Çавăн пекех республика бюджечĕн укçи-тенкипе усă курса шкул тăррине, столовăя тĕпрен юсанă. Халĕ кунта питĕ хăтлă. Наци проекчĕ пулăшнипех столовăйри оборудованисем тĕпрен çĕнелнĕ. 2 пысăк холодильник апат-çимĕçе пахалăхлă упрама, шкафсемпе стеллажсем савăт-сапана типтерлĕ тытма, сĕтелсем тата ытти те поварсене тивĕçлĕ ĕçлеме май параççĕ. Людмила Мешкова повар çĕнелнĕ столовăйпа савăнсах паллаштарчĕ. 18-19 çул каялла шăпах çак шкулта, хальхи шкул директорĕпе Николай Волковпа пĕр класра вĕренме тÿр килнĕ пире. Вăл вăхăтрипе танлаштарсан шкул палăрмаллах ырă енне улшăннăран чуна ăшă та ырă туйăмсем çупăрларĕç.

– Вĕренÿ çуртĕнче кăçал та сахал мар ĕç пурнăçларăмăр. Сенсор, «Ÿсĕм вырăнĕ» кабинетсем уçма, шкул умĕнчи пандуса юсама, чÿречесене улăштарма /пурĕ 134 чÿрече/, «Березка» ача садне шкула куçарма вăй çитертĕмĕр. Пĕтĕмлетсе каласан, ертÿçĕ тилхепине Николай Анатольевич тытма пуçланăранпа чăннипех те пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçларăмăр. Ыттисене хавхалантарса ертсе пыма та пĕлет директор, платник тата ытти ĕçсене ăнланнăран çанă тавăрса хăш-пĕр чухне хăй те ĕç ăшне путать. Михаил Соколов вĕрентекенпе пĕрле вĕсем ача сачĕ вырнаçнă класăн урайĕсене çĕнетрĕç, канализаци турĕç, шыв пăрăхĕсене вырнаçтарчĕç, ытти ĕçсене пĕрле пурнăçларăмăр, – хавхаланса пĕлтереççĕ кунти вĕрентекенсем.

«Ачаллă çемьесене пулăшасси» проект та ăнăçлă пурнăçланать районта. Ачасен ашшĕ-амăшĕн /саккунлă представителĕсен/ 75 проценчĕ психологипе педагогика, методикăпа консультаци пулăшăвĕ илеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене хăйсен çемйисене илекенсене те пысăк пулăшу параççĕ. Çак тĕллевпех Елчĕкри психологипе педагогика, медицинăпа социаллă пулăшу паракан центр çумĕнче ашшĕ-амăшĕ валли консультаци центрĕ уçăлнă. Вăл ашшĕ-амăшне ачисене вĕрентес, воспитани парас, вĕсен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе тата ытти ыйтупа пулăшу парать. Кунти специалистсем тăлăх ачасене çемьесене вырнаçтарас, усрава илнĕ пепкесене аталантарас, воспитани парас енĕпе те пулăшаççĕ.

«Цифрăллă вĕрентÿ хутлăхĕ» проектпа килĕшÿллĕн 2024 çул тĕлне районти мĕн пур вĕрентÿ организацийĕнче предметсене вĕрентес тĕллевпе цифра çăл куçĕсемпе туллин те тухăçлăн усă курассине, пултаруллă ачасемпе çĕнĕлле ĕçлессине, педагогсен пĕлĕвне ÿстерессине ĕçе кĕртмелле. Республикипе илес пулсан, «Раççей Федерацийĕн цифра экономики» наци программине пурнăçа кĕртмешкĕн 5 проект паспортне çирĕплетнĕ. Вĕсене 2024 çулччен пурнăçламалла. Сăмах май, проектпа килĕшÿллĕн кашни шкула 50 МбŸс хăвăртлăхран кая мар интернет çитмелле. Вăл пултаруллă ачасене математикăпа информатикăра, цифра экономикин технологийĕнче çитĕнÿсем тума, хăйсем тĕллĕн аталанма май парĕ. Вĕрентÿ ĕçченĕсене те çулсеренех хальхи йышши технологисемпе ĕçлеме хăнăхтарĕç, ку тĕллевпе квалификаци ÿстерекен курссем йĕркелĕç.

«Пуласлăхри вĕрентекен» проект педагогсене професси тĕлĕшĕнчен ÿссе пыма май панипе пĕрлех пĕлĕвне анлăлатма та пулăшать. Çак тĕллевпе професси ăсталăхне ÿстерекен центрсем хута каяççĕ. «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен «Пуласлăхри учитель» конкурс пултаруллисене тупса палăртма, вĕсене малашлăх ĕçре хавхалантарса пыма пулăшать. Конкурсăн малтанхи тапхăрĕ кăçал дистанци мелĕпе иртрĕ. Районти учительсем те унта хутшăнса ятарлă тест витĕр тухма пултарчĕç. Онлайн мелĕпе иртнĕ тапхăрта 400 командăна палăртнă /унта пурĕ 1200 çын хутшăннă/. Атăлçи федераци округĕн çурма финалне пирĕн районти Курнавăш шкулĕн вĕрентекенĕсен команди тухнине палăртма кăмăллă. Унăн йышĕнче математика тата информатика учителĕ Анфиса Ефимова, вырăс чĕлхине тата литературине вĕрентекен Евгения Корнилова, акăлчан чĕлхи учителĕ Елена Светопольская.

– Яллă вырăнта пурăнакан вĕрентекенсене хуларисемпе пĕр тан Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнма май туса пани, вĕсенче палăрма пултарни ĕçлеме хавхалантарать, – палăртаççĕ педагогсем.

Ку проект вĕрентекенсен професси ăсталăхне ÿстерес, çамрăк педагогсене пулăшупа тивĕçтерес тĕллевсене те мала хурать.

«Социаллă хастарлăх» проекта пултаруллă çамрăксене пулăшса вĕсен пуçарăвĕсене çул парас, ырă та пархатарлă ĕçсене аталантарас, ачасемпе çамрăксен талантне ÿстерес енĕпе йышăннă. Çамрăксене волонтер юхăмне явăçтарасси пысăк вырăн йышăнать кунта. Хальхи вăхăтра районта çамрăксен пысăк пайĕ пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Çĕнтерÿ волонтерĕсем», «Шкул ачисен Раççейри юхăмĕ», «ЮНАРМИЯ» общество юхăмĕсен, райадминистраци çумĕнчи çамрăксен правительствин, «Единая Россия» партин вырăнти «Çамрăк Гварди» уйрăмĕн ретĕнче тăрать, пурĕ 300 ытла доброволец обществăлла ĕçре пысăк активлăхпа палăрать. Пуçаруллă çамрăксен пулăшăвĕпе кăçал районта 100 ытла мероприяти /обществăлла акцисем, конкурссем, субботниксем, ырăлăх ĕçĕсем/ йĕркеленнĕ. Кунта патриотла воспитанипе çыхăннă патшалăх программи те тĕп вăй пулса тăрать. «Шкул – çемье – педагог – ача» çыхăнупа усă курса ачана Тăван çĕршыва юратма, ăна хÿтĕлеме, унăн ырлăхĕшĕн тăрăшма вĕрентесси тĕп вырăн йышăнать. Проект ачан вĕренĕвне лайăхлатма, тĕрлĕ енлĕ аталанма, хăйĕн пурнăçри вырăнне тупма пулăшмалла.

Елена ПЕТРОВА.

ХАКЛАВ

Лариса ЕГОРКИНА, Аслă Елчĕкри вăтам шкулти 11-мĕш класра вĕренекен Маринăн амăшĕ:

– Пирĕншĕн, ашшĕ-амăшĕшĕн, ачасем шкула тулли те хавас кăмăлпа çÿрени питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çав вăхăтрах вĕсен сывлăхĕшĕн тăрăшнăшăн, пахалăхлă апатпа тивĕçтернĕшĕн шкул администрацине тата поварсене чун-чĕререн тав тăватпăр. Наци проекчĕ пулăшнипе кăçал кунти столовăя тĕпрен юсаса çĕнетни, ятарлă оборудованисемпе тивĕçтерни кашнинех хавхалантарчĕ. Хăтлă столовăйĕнче ачасем кăмăллăн апатланаççĕ, поварсем вара апат-çимĕç çитĕнекен организмшăн усăллă пултăр тесе тăрăшаççĕ.

ШУХĂШСЕМ

Булат ЮСУПОВ, Лаш Таяпари вăтам шкул, 8-мĕш класра вĕренекен:

– «Ÿсĕм вырăнĕ» центр пире питĕ килĕшет. Нумай çĕннине вĕренетпĕр кунта. «Технологи», «Информатика», «Пурнăç хăрушсăрлăхĕ» предметсене çак кабинетсенче ирттерни, ИТ-технологисем, медиапултарулăх, шахмат, проект ĕçĕ-хĕлĕ енĕпе хушма пĕлÿ илме пултарни пирĕншĕн питĕ усăллă.

Артем БОРИСОВ, 8-мĕш класс:

– 3D-принтерпа ĕçлеме хăнăхрăм. Интернетри информацисемпе усă курнă май ăна ĕçлеттерсе яма, ятарлă çипсемпе усă курса тĕрлĕ хатĕр кăларма пултарнăшăн питĕ кăмăллă эпĕ. Тăван шкулăн 180 çулхи юбилейĕ тĕлне асăнмалăх медаль кăларас ĕмĕт те пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code