Четверг, 20 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Чи лайăх медсестра

Чи лайăх медсестра

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви шурă халатлисен ĕç-хĕлне тишкерсе çулсерен тĕрлĕ енлĕ конкурссем йĕркелет.

2020 çула медсестрасене халалланă май Çĕнĕ Пăвари участок больницинчи Полина Миронова медицина сестри /сăн ÿкерчĕкре/ «Ятарлă медицина тата фармаци пĕлĕвĕллĕ чи лайăх специалист» конкурса хутшăнма кăмăл тунă. Çулталăк вĕçĕнче ăна республикăри медицина сестрисен конференцийĕнче пĕтĕмлетнĕ. Полина Михайловна «Участокри чи лайăх медицина сестри» конкурсра мала тухнă. Тăрăшуллă сиплевçĕ 30 çул хăйĕн юратнă профессийĕпе вăй хурать. Амăшĕн сукмакĕпе ачисем те малалла утаççĕ. Владимир республикăри тĕп больницăра хирургра, Диана унтах анестезиологра ĕçлеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code