Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Сиенлĕ интернет-сайтсене

Сиенлĕ интернет-сайтсене

йĕркелекенсем çынсен ăс-тăнне хавшатас, психика çине япăх витĕм кÿрес, тĕрлĕ сектăсене явăçтарас тата ытти тĕллевсене мала хураççĕ. Асăннă сайтсен серепине çакланакансем терроризм е экстремизм çулĕ çине тăни те паллă.

Федерацин хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем экстремистла ушкăнсене тупса палăртас, вĕсене хирĕç кĕрешес тĕллеве тивĕçлипе пурнăçлаççĕ.

Экстремизм – шÿт мар. Интернетри çăмăлттайлăх та чылай чух уголовлă ĕçпе çаврăнса тухасси те часах. 27 çулти çамрăк çынпа шăпах çапла пулса тухнă. Ăна, вырăнти общество пĕрлешĕвĕсенчен пĕрин ертÿçине, РФ УК 282 статйин 1-мĕш пайĕпе /курайманлăх е тăшманлăх çуратас, çавăн пекех национальность паллисене кура çынсен ушкăнĕн чысне варалас тĕллевлĕ ĕçсемшĕн/ айăпланă. Çамрăк çын Интернетри социаллă сетьре сканерланă документа вырнаçтарнă, ăна хăй ертсе пыракан общество пĕрлешĕвне çĕнĕрен йĕркеленин пухăвĕн протоколĕ тесе палăртнă. Шăпах çав документра çырнинче полици нацисен хушшинче курайманлăх çуратма тăнине тупса палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code