Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Вĕренỹ отличникĕ

Вĕренỹ отличникĕ

Аслă Таяпари 9-мĕш класра вĕренекен Светлана Окружновăпа паллаштарас тени ахальтен мар, паллах. Вăл кăçал ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăрать. Сумлă премие тивĕçес тесен вĕренекенĕн пур енĕпе та малта пулса ыттисене тĕслĕх кăтартмалла. Светлана шăпах шкулти чи маттур хĕр ача, вĕренỹ отличници.

Вăл кашни çулах районти олимпиадăна хастар хутшăнать. Кăçал та 12 предметпа тупăшнă, çиччĕшĕнпе призлă вырăнсем çĕнсе илнĕ. ОБЖпа, чăваш чĕлхипе тата литературипе вара Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрне хутшăнма пултарнă.

Пысăк балсем пуçтараймарăм пулсан та, республикăри тантăшсемпе тупăшни, вĕсенчен паха опыт пухни пысăк пĕлтерĕшлĕ, — тет вăл.

Светлана спортпа та çывăх туслă. Шкулти ăмăртусене кăна мар, районтисене те активлă хутшăнать. Çуран чупма юратнисĕр пуçне йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллать, алă вăйĕ виçме, кире пуканĕ йăтма та маçтăр. «Зарница» çар вăййинче вăл отряд командирĕ. Икĕ хутчен «Шкулти чи лайăх спортсмен» ята тивĕçнĕ.

Аслă Таяпа шкулĕнче ачасене ырă ĕç тума вĕрентессине мала хураççĕ. Шкул ачисенчен йĕркеленĕ волонтер ушкăнĕсем ялти палăксен территорийĕсене илем кỹнипе пĕрлех ватă çынсене пулăшассине тĕпе хураççĕ. Кунта та Светлана харсăрлăхĕпе савăнтарать. Тантăшĕсене ырă ĕçсем тума хавхалантараканни шăпах вăл.

Районти конкурс-фестивальсене хутшăннипе пĕрлех çỹлти шайрисенчен те тăрса юлмасть вăл. Раççей шайĕнчи «Пысăк тăхтав» конкурса та хутшăнса çурма финала тухнă. Вĕренỹри ăсталăхшăн панă Мухтав хучĕсемпе грамотăсем йышлă унăн. Малалла ăнтăлакан хĕр ача халĕ уйрăмах кĕнеке ăшне путнă. Умра экзаменсем-çке. Ытти чухне килте пушă вăхăт тупăнсанах Светлана çĕвĕ машини умне ларатчĕ пулсан, халĕ компьютерпа туслă. Çулла вара ялти хĕрарăмсемпе пĕрле кỹршĕ районсене сухан, севок çумлама та çỹренĕ. Вăл мĕн ачаран ялта ĕçре пиçĕхсе ỹснине ырлать. Ачаран ĕç тĕлне пĕлни такама мар, хăйнех кирлĕ пулнине лайăх ăнланать.

Чăваш Тăрăмĕнчи Леонид Анатольевичпа Наталия Юрьевна Окружновсен иккĕмĕш тĕпренчĕкĕ пиччĕшĕ пекех пысăк тавра курăмлă пулма ăнтăлать. Хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенне Валентина Васильевна Журавлевăна самантлăха та асран кăлармасть Светлана.

Пуçласа пĕлỹ тĕнчине çавăтса кĕнĕ «иккĕмĕш аннене» епле манăн? — тет вăл.

Тăххăрмĕшсен класс ертỹçи — Маргарита Кузнецова. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен класри пилĕк ачан кăмăл-туйăмне, вăй-халне, ăсталăхне лайăх пĕлет, кашнийĕн пĕлĕвне хакласа пырать. Светлана сăвăсем çырма, картинăсем ỹкерме те кăмăллать.

В.СМИРНОВА.

Сăн ỹкерчĕксенче: С.Окружнова тата унăн Çĕнтерỹ уявне халалласа ỹкернĕ картини.

Паллашар-ха унăн пĕр сăввипе:

Акă çитрĕ çуркунне
Акă çитрĕ çуркунне,
Савăнтарчĕ çынсене!
Хĕвел хĕртме тăрăшать,
Çут çанталăк вăранать.
Çил те вĕрме чарăнать,
Хурт-кăпшанкă хускалать.
Кайăк-кĕшĕк те çитет,
Ăшă енчен вăл килет.
Акă вăрман ешерет,
Хăй патне пире чĕнет.
Симĕс çаран витĕнет,
Çеçпĕл те чечекленет.
Акă çитрĕ çуркунне!
Кĕтрĕм çакă кунсене.
Шăпчăксен шеп юррине,
Чĕвĕл-чĕвĕл сассине.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code