Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Экзаменри çĕнĕлĕхсем

Экзаменри çĕнĕлĕхсем

2021 çулта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакансен математикăпа база шайĕнчи патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ пулмасть. Çакăн пирки январĕн 15-мĕшĕнче Раççей çутĕç министрĕ Сергей Кравцов Правительствăра ирттернĕ брифингра пĕлтернĕ.

Министр çак самант пирки аса илтернĕ. Шкул пĕтерекен аслă шкула вĕренме кĕрес шутлă мар пулсан, унăн патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем вырăнне икĕ предметпа патшалăхăн шкултан вĕренсе тухмалли экзаменĕсене тытмалла: вырăс чĕлхипе тата математикăпа.

Аслă шкула вĕренме кĕрес текенсен алла аттестат илме патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене вырăс чĕлхипе тата вĕренме кĕме кирлĕ предметсемпе тытмалла пулĕ.

Унсăр пуçне, кăçал 9 класран вĕренсе тухакансене аттестат обязательнăй предметсемпе – вырăс чĕлхипе тата математикăпа – тытнă патшалăх тĕп экзаменĕсен кăтартăвĕсене кура парĕç. Ку экзаменсене кăçал май уйăхĕн вĕçĕнче ирттерме палăртнă.

Çакна каласа хăвармалла: 2021 çулта патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен тата 9 класран вĕренсе тухакансен те срокченхи тапхăрне ирттермеççĕ. Çакă хальхи вăхăтри эпидемиологи лару-тăрăвĕпе çыхăннă.

Сергей Кравцов 11-мĕшсен пĕтĕмлетÿ сочиненине тата изложенине çырассине апрель уйăхне куçарнине пĕлтернĕ. Çак тĕрĕслев патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ валли хăйне майлă ирĕк илни шутланать.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code