Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Нумай вулать, хитре юрлать

Нумай вулать, хитре юрлать

Лаш Таяпари «Тайпи» фольклор ушкăнне çÿрекенсем пĕринчен тепри маттур.

Акă, Нина Сметанина иртнĕ кунсенче сумлă юбилей ирттерчĕ. Пултаруллă хĕрарăм ял тăрăхĕнчи культура мероприятийĕсене пысăк кăмăлпа хутшăнать, фольклор ушкăнне те çÿрет. Юрă-кĕвве кăмăлланисĕр пуçне хитре юрлакан кĕнеке вулама та юратать. Библиотекăри çĕнĕ изданисемпе интересленсех тăрать.

Мăшăрĕ Виталий Васильевич та кĕнеке тусĕ. Тăрăшуллă мăшăр икĕ ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ. Эпир юбилей тĕлне хамăр тантăшăмăра пысăк кĕтменлĕх хатĕрлерĕмĕр – юрă парни кÿтĕмĕр. «Юрă-кĕвĕ чуна уçать», – тет пирĕн ырă çыннăмăр.

Э.МИХЕЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Н.Сметанина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code