Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ящур чирĕ

Ящур чирĕ

Ящур – хăвăрт сарăлакан тата ерекен чир. Унпа ĕне выльăх, сурăх-качака, сыснасем чирлеççĕ. Çавăн пекех вăл çынна та ерме пултарать. Çамрăк выльăхсем чире йывăр ирттереççĕ е вилеççĕ. Лашасем вара çак чирпе чирлемеççĕ.

Ящура пуçласа яракан вирус темиçе тĕрлĕ пулма пултарать: А,О,САТ-1,САТ-2,САТ-3 тата Азия-1. Вирус пысăк температурăра хăвăрт вилет, сивĕре вара нумай вăхăт упранать, чире пуçарса ярать. Вирус чирлĕ выльăхран сыввине сĕлекерен, сĕтрен, каяшран е сывласа кăларнă сывлăшран ерет. Çавăн пекех вăл апат, автотранспорт, шыв е выльăха пăхнă чухне усă куракан витре-кĕреçе урлă та ерме пултарать. Чирĕн инкубаци тапхăрĕ 1 кунран пуçласа 7 куна çитиччен тăсăлать, хăш-пĕр чухне 21 куна та çитет.

Пĕрре пăхсан выльăх чирлĕ пек те курăнмасть, анчах чир унпа юнашар тăракан выльăха ерет. Ящурăн малтанхи паллисем çапла пулаççĕ: ĕне выльăх апат çими пулать, сахал кавлет, сĕлекине юхтарать, ÿт температури 40,5-41,5 градус таран ÿсет, вăл йăвашланать, каярахпа апат вуçех çими пулать. 2-3-мĕш кунхине çÿлти тата аялти тутисем шал енне, чĕлхи çине /хăш-пĕр выльăхăн малтан чĕрни çумĕнче/ пирваях шывпа тулнă хăмпăсем тухаççĕ. Вĕсем 12-34 сехетрен çурăлаççĕ те эрози пулать. Хăмпăсем шăтнă хыççăн ĕне выльăхăн ÿт температури чакать, сĕлеки ытла вăйлă /кунне 2-4 литр таран/ юхма тытăнать.

Сыснасем малтан вĕриленеççĕ, апат çимеççĕ, урисен ÿчĕ çинче хĕрлĕ тĕслĕ ыратакан шыçăсем, кайран шывпа тулнă хăмпăсем пулаççĕ, унтан эрози пуçланать.Сыснасем уксахлаççĕ, хăш-пĕр чухне урисен чĕрни ÿкме пултарать. Шывпа тулнă хăмпăсем час-часах сыснан сăмси вĕçне, хырăм айне тухма пултараççĕ. Аталанса çитнĕ сыснасен чирĕ 8-25 куна тăсăлать, чирленĕ çамрăк çурасен 60-80 проценчĕ 2-3 кун хушшинче вилме пултарать. Хăрушă чире район территорине кĕртес мар тесен йĕркене çирĕп пăхăнни кирлĕ.

Хуть хăш выльăха та зоогигиена йĕркисемпе килĕшÿллĕн пăхса усрамалла, апата ют регионсенчен кÿрсе килмелле мар, илсе килнĕ пулсан пĕçерсе е пысăк температурăра пăшăхланă хыççăн тин çитерме юрать, витесене кĕрекен алăксем умĕнче дезоматсем туса вырнаçтармалла, ун çине пусса кĕмелле, ют çынсене витене кĕртме юрамасть.

Выльăхсене ветеринари справки пулсан анчах сутăн илме юрать, туяннă выльăха 30 кун уйрăм усранă ?çав вăхăтра диагностикăлла тĕпчевсемпе профилактика прививкисене тумалла/ хыççăн анчах витери е фермăри ытти выльăхсемпе хутăштарма юрать.

Килти е фермăри выльăха кашни кун сăнаса тăмалла. Енчен те выльăхра малтан каланă пек ящур чирĕн паллисене асăрхарăр пулсан ветеринари специалисчĕсене чĕнсе илмелле.

Выльăхсене аш-какай валли пусиччен ветеринари специалисчĕсене кăтартмалла, аш-какая ветеринарипе санитари экспертизи витĕр кăларнă хыççăн тин çиме юрать.

В.АФАНАСЬЕВ,
районти ветстанцин ертсе пыракан ветеринари тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code