Коронавирус чирне сирсе яма пулăшас тĕллевпе район администрацийĕнче йĕркеленĕ оперативлă ушкăн кашни кун, шăматкунпа вырсарникун та, район территорийĕнчи нумай çын пухăнакан – лавккасемпе обществăлла апатлану вырăнĕсене çитсе чиртен хÿтĕленмелли хатĕрсемпе мĕнле усă курнине тĕрĕслет.
Район администрацийĕн, полици пайĕн ĕçченĕсем кашни кун палăртнă 2-3 ушкăнпа çула тухаççĕ. Кăçалхи çак вăхăтчен вĕсем лавккасемпе обществăлла апатлану вырăнĕсене тухса 457 хутчен тĕрĕслев ирттернĕ. Полици пайĕн сотрудникĕсем хăйсен ĕçĕн тĕлĕшпе йĕркене пăснин тĕслĕхĕсене тупса палăртнă хыççăн 14 протокол çырнă.
Апла пулин те, йĕркене пăхăнманшăн административлă майпа айăплани мар, хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса пурăннине чи малти вырăна хума кирлине кашни çын ăнланма тивĕçлĕ. Çакна шута илсе маска режимне малашне те çирĕп пăхăнма тиветех. Сăмса-çăвара хупламасăр лавккасемпе кафе-столовăйсене пыракан çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтермессе те пултараççĕ. Ку тĕлĕшпе Роспотребнадзор ыйтнине РФ Верховнăй Сучĕ те хирĕçлемен.