Район экономики 2019 çулта йышăннă стратегипе килĕшÿллĕн аталанать. Унсăр пуçне 2020 çулта районăн социаллă-экономика аталанăвĕн комплекслă программине хатĕрлесе йышăннă. 20 муниципаллă программа ĕçлет. Вĕсене бюджет кодексĕпе килĕшÿллĕн район бюджечĕ улшăнмассерен çĕнетеççĕ.
Чăвашстат тăратнă информаци тăрăх, районти предприятисен укçа çаврăнăшĕ, 2019 çулхипе танлаштарсан, 7,9% пысăкрах, 916 млн та 300 пин тенкĕпе танлашнă. Строительство енĕпе илсен, кăтартусем 93,5% нумайрах. Суту-илÿ предприятийĕсен тавар çаврăнăшĕ 12,6% нумайрах, пурĕ 411 млн та 200 пин тенкĕ пулнă. Обществăлла апатлану предприятийĕсем те 2019 çулхинчен япăх ĕçлемен. Кăтартусем 1,4% пысăкрах.
2020 çулта ĕç укçи районĕпе илсен 12,6% ÿснĕ. 25505,4 тенкĕпе танлашнă. Ĕçсĕрлĕх хисепĕ, коронавируса пула, пĕлтĕр пысăк пулнă. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ку кăтарту 1,18% пулнă пулсан, кăçалхи çул пуçламăшĕ тĕлне 0,97% таран чакнă. Ĕç шыракансем пирĕн районта 87 çын, ĕçсĕррисен пособине илекенсем 67 çын.
Районта 659 пĕчĕк тата вăтам предприяти шутланать. Вăл шутра: 2 вăтам предприяти /«Прогресс» АХО, «Комбайн» ЯХПК»/, 81 пĕчĕк предприяти, 425 уйрăм предприниматель, хăйсен ĕçĕсене йĕркелесе янисем 151 çын. Çак предприятисенче ĕçлекенсен шучĕ районта 2181 çын /2019 çлхинчен 42 çын сахалрах/. Вĕсен ĕç укçи 11,4% ÿснĕ, 21764 тенкĕпе танлашнă. Пĕчĕк тата вăтам предприятисен тавар çаврăнăшĕ 2020 çулта 2 млрд та 5 млн та 800 пин тенкĕпе танлашнă.
Иртнĕ çул районта 19 пĕчĕк предпринимательство субъекчĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Вăл шутран 4-шĕ патшалăх поручительствипе усă курнă, 3-шĕ пĕчĕкрех процентпа займ илнĕ.
Районти ĕçпе çтивĕçтерекен центр 1 çынна предпринимательство ĕçне пикенме 92 пин тенкĕ парса пулăшнă.
Унсăр пуçне пĕлтĕр районта 11 социаллă контракт алă пуснă. Вăл шутран 4-шĕ уйрăм предприниматель, 7-шĕ хăйсен ĕçне йĕркеленĕ тесе регистрациленнĕ, 250-шар пин тенкĕ патшалăх пулăшăвĕ илнĕ.
Промышленность предпрятийĕсемпе уйрăм калас пулсан пĕлтĕр вĕсем 353 млн тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, ку вăл 2019 çулхипе танлаштарсан 13,8% ытларах. Тавар туса кăларакан предприятисенче пурĕ 168 çын тăрăшать, вĕсен ĕç укçи 19552 тенкĕпе танлашать.
Суту-илÿ объекчĕсем пирки кĕскен каласан районта 167 лавкка, 7 кафе, халăха йăла пулăшăвĕпе тивĕçтерекен 27 объект. Унсăр пуçне кашни шăмат кун Елчĕкри пасар территорийĕнче, кашни эрнере Çирĕклĕ Шăхалĕнче ярмăрккăсем иртеççĕ.
Çак предприятисен тавар çаврăнăшĕ пĕлтĕр пурĕ 2 млрд та 192 млн тенкĕпе танлашнă. Ку сферăри ĕç укçи – 14294 тенкĕ.
2020 çулта районти инвестици калăпăшĕ 315 млн тенкĕпе танлашнă, ку вăл 2019 çулхипе танлаштарсан 2,9% нумайрах. 60,5 млн тенкĕлĕх инвестици проекчĕсем хута кайнă. Çав шутра «Эмметево» хуçалăхра сĕт-çу ферми 50 млн тенкĕлĕх, Ленин ячĕллĕ хуçалăхра тĕш тырă хранилищи 5,5 млн тенкĕлĕх, «Труд» хуçалăхра ĕне ферми 5 млн тенкĕлĕх.
Район администрацийĕ районта ĕç укçине саккунпа килĕшÿллĕн официаллă майпа тÿлессине йĕркелесе пырать. Çак тĕллевпе районта ведомствăсем хушшинчи комисси ĕçлет. Комисси налуксене вăхăтра тÿлеменнисемпе те ĕçлет. Пĕлтĕр комисси ларăвĕ 11 хутчен иртнĕ.
Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хÿтлĕх министерствипе район администрацийĕ хушшинчи килĕшÿ тăрăх 2020 çулта 334 çын районта официаллă майпа ĕçе вырнаçмалла тесе план çирĕплетнĕ. Çак плана 100,6% таран пурнăçланă, пĕлтĕр районта 336 çын ятарлă килĕшÿпе ĕçе вырнаçнă.
Район тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Пурте пĕлетпĕр, кашни çулах май уйăхĕнче «Лучшая муниципальная практика» пĕтĕм Раççейри конкурсăн республикăри тапхăрĕ иртет. Иртнĕ çул асăннă конкурса Елчĕк ял тăрăхĕ 2 номинаципе хутшăннă. Иккĕшĕнче те 2-мĕш вырăнсем йышăннă, 100-шер пин тенкĕне тивĕçнĕ.
Унсăр пуçне кашни çулах кĕр мăнтăрĕпе Мускавра «Ылтăн кĕркунне» форум иртет. Кунта муниципалитетсем валли те тĕрлĕ номинацисемпе конкурссем йĕркелеççĕ. Район администрацийĕ «Ял территорийĕсене ăнăçлă аталантарас сферăра пысăк кăтартусем тунăшăн» конкурсра пĕлтĕр ылтăн медале тивĕçнĕ. 2019 çулта вара Елчĕк районĕ пăхăр медаль хуçи пулнă.
А.БЫКОВА,
район администрацийĕн экономика секторĕн заведующийĕ.