Пятница, 12 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Афганецсем тĕл пулчĕç

Афганецсем тĕл пулчĕç

 

Паян Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 32 çул çитрĕ.

Çак вăрçă суранĕ  чылайăшĕн чĕринче. Хаяр та тискер Афган вăрçине Чăваш Енрен 5692 çын хутшăннă. 115 салтак вăхăтсăр куç хупнă, 272 çамрăк аманса таврăннă, вĕсенчен 131-шĕ сусăр пулса юлнă. Пирĕн районтан ку вăрçа 300 яхăн çамрăк хутшăнса интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Вĕсенчен виççĕшĕ – Юрий Геннадьевич Борисов (Елчĕк), Анатолий Митрофанович Патшин (Аслă Елчĕк), Юрий Петрович Григорьев (Кивĕ Эйпеç) паттăрсен вилĕмĕпе пуçĕсене хунă. Юнпа пĕвеннĕ, куççульпе тăварланнă аса илÿсем иртнине манма памаççĕ.

Районти воин-интернационалистсем февралĕн 15-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп вулавăшра пĕрле пухăнса юлташĕсене асăнчĕç, çавра сĕтел хушшинче тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç. Воин-интернационалистсене Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ. РФ Пенси фончĕн ĕçченĕсем, Елчĕк халăхне социаллă пулăшу паракан уйрăм специалисчĕсем тĕрлĕ категорине кĕрекен граждансене тивекен çăмăллăхсем çинче чарăнса тăчĕç.

Çавра сĕтел хушшинчи калаçу хыççăн афганецсем хĕрÿ точкăсенче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă Тĕп лапамри палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Е.ПЕТРОВА

(15 февраля 1989 года в истории России появилась новая дата. Ею стал вывод советских войск из Афганистана. Этот день стал Днём памяти воинов-интернационалистов, принимавших участие в боевых действиях в разное время на территориях разных государств.  

В день вывода советских войск из Афганистана в Яльчикском районе традиционно проходит встреча воинов-интернационалистов. И сегодня, ветераны боевых действий собрались в центральной библиотеке Яльчикского района. На встречу с ними пришли глава администрации Яльчикского района Леонард Левый, начальник клиентской службы ПФР в Яльчикском районе Зинаида Яковлева, и.о. начальника отдела соцзащиты населения Яльчикского района Наталия Николаева. Выступая перед воинами-интернационалистами, глава администрации района Леонард Левый отметил, что несмотря на 32 прошедших года с вывода советских войск, память о той войне, раны той войны все еще напоминают  о себе. Многие погибли, многие вернулись израненные душой и телом – об этом невозможно забыть. Много можно привести примеров героизма и мужества наших воинов в Афганистане, в том числе наших земляков. Леонард Левый поздравил воинов-интернационалистов с этой знаменательной датой, пожелал здоровья и благополучия, поблагодарил их  за вклад в патриотическое воспитание молодежи. Руководители социальных служб рассказали о последних изменениях в законодательстве, о социальных льготах, касающихся ветеранов боевых действий, ответили на возникающие вопросы «афганцев». По традиции, вины-интернационалисты возложили венок к памятнику землякам, погибшим в ходе боевых действий в горячих точках).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code