Ачана патриотла воспитани парасси çемьере никĕсленет. Çак туйăм кĕçĕннин чĕринче йăл илтĕр тесе аслисем хăйсем ырă тĕслĕх пулаççĕ – ачана Тăван çĕршыва юратма, унăн ырлăхĕшĕн, малашлăхĕшĕн тăрăшма вĕрентеççĕ. Каярах вара çак ĕçе воспитательсемпе учительсем тăсаççĕ. Çавна май хăш-пĕр çамрăк шкул хыççăн çар пĕлĕвĕ илме туртăнать.
Елчĕкре пурăнакан Павел Кузьмин 11-мĕш класран вĕренсе тухсан ниçта та мар – çар пĕлĕвĕ илес тĕллевпе тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухса Санкт-Петербургри М.А.Бонч-Бруевич профессор ячĕллĕ телекоммуникацисен патшалăх университетне вĕренме кĕрет. Кунта вĕренекенсен пурнăçĕ салтаксенни пекех тесен те йăнăш пулмасть. Çарти евĕрех çирĕп дисциплина, ирех тăмалла, физзарядка хыççăн занятисене пуçăнмалла. Ятарлă çар пĕлĕвĕ илнисĕр пуçне гражданла дисциплинăсене те вĕрентеççĕ.
– Йывăр пулмарĕ-и çак аслă шкула вĕренме кĕме? – ыйтатăп Павелран.
– Сывлăх тата пысăк кăмăл пулсан кирек хăш йывăрлăха та парăнтарма пулать, – кăмăллăн хуравлать çамрăк. – Чи кăткăсси – сывлăха тата кăмăл-сипете хаклакан çирĕп тĕрĕсленÿ витĕр тухасси пулчĕ.
Павел ачаранах спортпа туслă. Çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» юхăмĕсен вăййисен районти тупăшăвĕсене хастар хутшăннă. Спорт енне туртăнассинче, кĕлеткене пиçĕхтерессинче çакă пысăк пулăшу панине пĕлтерет вăл. Калашников автоматне пуçтарса салатассине, пăшал авăрлассипе çыхăннă ăмăртусене уйрăмах кăмăлланă.
Йĕкĕт вĕренÿ пирки хаваслансах каласа парать:
– Çар шкулĕнче вĕренекенсем дисциплинăна çамрăкранах хăнăхаççĕ, ăс-тăн çивĕчленет, характер çирĕпленет. Кунта туслăха хакласси, пĕрне-пĕри пулăшасси тĕп вырăнта. Курсантсене тивĕçлипе апатлантараççĕ, тумтирпе тивĕçтереççĕ, стипенди виçи те сахал мар. Çулла пĕр уйăха каникула яраççĕ. Паллах, ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен çирĕпленме тата пиçĕхме условисем çителĕклĕ.
4-мĕш курсра пĕлÿ илекен Павел «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Яваплăха çирĕп туйнине, шанчăклă юлташ пулнине кура ăна отделени командирĕ пулма шаннă. Йĕкĕт панкратион /хĕвел тухăç кĕрешĕвĕ/ енĕпе ăсталăхне туптать. Ку енĕпе çитĕнĕвĕсем те пур. Нумаях пулмасть хула шайĕнче иртнĕ ăмăртура 3-мĕш вырăна йышăнма пултарнă Елчĕк каччи.
Надежда Алексеевнăпа Анатолий Анатольевич Кузьминсем икĕ ача çитĕнтереççĕ. Ксения 8-мĕшĕнче – кадет класĕнче пĕлÿ илет. Вăл та тетĕшĕ пек тăрăшуллă, хăюллă.
Елена ПЕТРОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Павел Кузьмин.