Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çанталăк хăйне «итлеттерет»

Çанталăк хăйне «итлеттерет»

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе тунтикун – февралĕн 15-мĕшĕнче ирттернĕ канашлура малтанхи «хĕрÿ» эрне тăршшĕнчи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Паллах, кун йĕркинчи ыйтусем те тĕп вырăнта пулчĕç.

Нарăс уйăхĕнчи кашни ĕç кунĕ тăкăс пулчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче отчетлă тапхăрти ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен, пĕр харăс тенĕ пекех ял тăрăхĕсенче иртекен граждансен пухăвĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ май пур таран ытларах хăй хутшăнма тăрăшать, çапла майпа вырăнсенчи лару-тăрупа вăл тата тĕплĕнрех паллашать, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăвать. «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче пухăва çÿллĕ шайра йĕркелеме пултарнипе пит кăмăллă юлнă вăл. Гурий Федоров председатель производствăпа экономика кăтартăвĕсемпе çыхăннă тĕп самантсем пирки анлă докладра, çавăн пекех мĕн пур цифрăна, малтанхи çулхисемпе танлаштарса, экран çинчи слайдсемпе усă курса тĕплĕн ăнлантарса панă.

– Çĕнĕ технологисем анлăн ĕçе кĕнĕ вăхăтра слайдсемпе усă курни шăпах вырăнлă та. Пĕтĕмĕшле лару-тăру пирки хăвăрт ăнкарса илме май паракан чи лайăх мел çакă, – терĕ вăл.

Леонард Левый асăннă ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçре малта пыракансене тĕрлĕ енлĕн палăртассине, вĕсене уйрăм условисемпе килĕшÿллĕн хавхалантарассине йĕркелени пирки те чарăнса тăчĕ. «Комбайн» ЯХПКн ырă тĕслĕхĕ ытти ĕç коллективĕсемшĕн те паха опыт. Мĕншĕн шута илес мар çакна? Пурпĕрех, пăсăклă пулас çук. Хавхалантару мелĕсемпе усă курни вара çынсене хăйсен ĕç вырăнĕнче тăрăшса вăй хума, производствăри ĕç-хĕле тата тухăçлă йĕркелеме анчах пулăшмалла.

Пытармалли çук, пухусене тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен йĕркелеççĕ: хăшĕсенче, «Комбайн» хуçалăх пиркиех тепĕр хут калатпăр, уяври пек иртеççĕ вĕсем, хăш-пĕри вара пухăва пынă çынсене сивĕпе муритлентерет, клубсенче шăнса вилмелле сивĕ!

Шăнса вилмелле тенĕрен, çанталăкĕ те çине-çинех хăй «парнипе» тĕлĕнтерет. Кăçалхи пек улшăнчăк – пĕр кунра ăшăтса е хытă сивĕтсе пăрахакан çанталăк тата тĕнчене парăнтаракан çакăн пекех асар-писер çил-тăман алхасни, юрать, сайра тĕл пулать. Иртнĕ эрнекун та çĕр каçипе пăрлă çумăр çунă хыççăн çулсем çатма пек якалса çуталчĕç. Çул-йĕр ĕçченĕсен те икĕ хут вăйпа ĕçлеме тиврĕ. Вĕсем малтанхи кун купипе çуса тултарнă юра тасатса, турттарса тухассипе тимленĕ пулсан, ун хыççăнах шуçлак автоçулсем çине хăйăр сапма тухнă. «Иртĕхнĕ» çанталăк условине кура февралĕн 13-мĕшне тесе палăртнă «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва районти организацисемпе предприятисенче ĕçлекенсем тăрăшса хатĕрленнин усси пулмарĕ. Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса ăмăртăва тепĕр вăхăтра хăварма кирли паллă пулчĕ ĕнтĕ. Кая юлсан каю шăтма пултарĕ. Çакна асра тытса районти оргкомитет ларăвĕнче йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне ыран – февралĕн 20-мĕшĕнче иртттерме калаçса татăлнă. Шăматкун ĕç кунĕ те шутланать. Çавăнпа ăмăрту вăхăтне те каярах – 14 сехетре тесе палăртнă.

…Çуркуннен пĕрремĕш уйăхĕ пуçланиччен вăхăт 10 кун анчах тăрса юлчĕ пулин те хĕлле парăнма шутламасть – хăй аллипе тыткалать, «итлеттерет» пурне те, шатăр сивĕ пите чĕпĕтет…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code