Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сывлăхшăн тăрăшаççĕ

Сывлăхшăн тăрăшаççĕ

Хальхи вăхăтра, коронавирус чирĕ алхаснă вăхăтра уйрăмах, аптекăсенчен çын татăлма пĕлмест. Вĕсенчен чылайăшĕ çĕнĕ инфекцирен сипленнĕ чухне усă курма сĕнекен препаратсене, грипп тата ОРВИрен хăтăлма пулăшакан эмелсене туянасшăн. Марина Скворцовăпа Альбина Айметова вара уйрăмах антибиотиксен ушкăнĕнчи тата вируса хирĕçле эмелсене сутнă чухне питех те асăрхануллă пулма тăрăшаççĕ. Вĕсем малтан тухтăр панă рецепта кăтартма ыйтаççĕ. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра чылай çын, чирлесе ÿксен эмел алă айĕнче пултăр тесе, вĕсене пĕли-пĕлми туянса хума та пултарать-çке. Тухтăр хушмасăр ку е вăл эмеле ăша хывни вара сиплес вырăнне хăрушлăх кăларса тăратма пултарĕ. Çакна асра тытса çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшакансем хăйсен кулленхи ĕçĕнче асăрханулăха чи малти вырăна хураççĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: уйрăм çыннăн – Елчĕкри Владимир Скворцовăн «Интермедсервис» аптекинче ĕçлекен Альбина Айметова фармацевт тата Марина Скворцова провизор, вăлах – аптека заведующийĕ те.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code