Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче 11 сехетре Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче Шăмалак ялĕнче пурăнакан Петр Сергеев ÿнерçĕн «Кĕнеке хуплашки айĕнчи шедеврсем» ятлă курав уçăлать.
Хальхи вăхăтра Петр Николаевич тăван ялти шкулта рисовани тата ĕç урокĕсене ертсе пырать. Унăн картинисене Чăваш кĕнеке издательствинче кăларакан кашни кĕнеке хуплашки çинчех курма пулать. Уйрăмах ачасем валли пичетленекен хайлавсене унăн ÿкерчĕкĕсем илем кÿреççĕ. Ÿнерçĕ Марина Карягина, Илпек Микулайĕ, Александр Артемьев, Мĕтри Кипек, Георгий Орлов, Юрий Терентьев, Николай Мишустин, Куçма Чулкаç тата ытти çыравçăсен хайлавĕсемпе кĕнекисене илем тĕлĕшĕнчен питĕ çыпăçуллă калăпланă.
Художникăн ĕçĕсемпе тата картинисемпе тĕплĕнрех музейри выставкăра паллашма май пур. Район çыннисене курава килсе курма йыхравлатпăр, вăл ака уйăхĕн 5-мĕшĕччен ĕçлет.
С.СТЕПАНОВА.