Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > МАССĂЛЛĂ ОБОРОНĂПА СПОРТ УЙĂХЛĂХĔ

МАССĂЛЛĂ ОБОРОНĂПА СПОРТ УЙĂХЛĂХĔ

Черетлĕ ăнăçу

Районти 2004 çулта çуралнă тата çамрăкрах йывăр атлетсем Чăваш Енри хĕрсемпе каччăсен хушшинче йывăр атлетика енĕпе иртнĕ первенствăна хутшăннă.

Кунта пирĕн штангистсем лайăх кăтартусемпе палăрнă. 35 кг çитичченхи виçе категорийĕнче Анастасия Абрамова /Кивĕ Эйпеç шкулĕ/, 37 кг – Антон Айметов /Елчĕк/, 41 кг – Игорь Абрамов /Кивĕ Эйпеç/, 45 кг – Александр Киселев /Елчĕк/, 49 кг – Александр Плотников /Патреккел/, 55 кг – Даниил Иванов /Елчĕк/, 61 кг çитичченхи виçере Андрей Портнов /Шупашкар/ пĕрремĕш вырăна йышăннă. Даниил Иванов 1-мĕш спорт разрячĕн нормативне пурнăçланă.

Ытти атлетсен те кăтартăвĕсем курăмлă: тĕрлĕ виçе категорийĕсенче Кивĕ Эйпеçри Эллина Маркова, Александр Абрамов, Патреккелĕнчи Антон Кудряшов – иккĕмĕш, Елчĕкри Давид Портнов, Денис Иванов, Кирилл Сальников студент виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Кунта атлетсен тренерĕсене – В.Маркова, А.Портнова, Б.Клементьева ырăпа палăртса хăвармалла.

Район команди Шупашкарсенчен кăштах çеç юлса 2-мĕш вырăн йышăннă. Етĕрнесем – 3-мĕш.

Сăн ÿкерчĕкре: ăмăрту саманчĕ.

 

Сунарçăсен тупăшăвне

Лаш Таяпари акар йытăсен питомникĕнче кăçалхипе 5-мĕш хут ирттернĕ. Биатлона республикăри районсенчи тата кÿршĕллĕ тĕрлĕ регионсенчи сунарçăсен 14 команди хутшăннă.

Ушкăнсенчен Аслă Таяпа команди мала тухнă. Вĕсем ăмăртăвăн тĕп парнине – хир сыснине тата кашни участник бензинпа ĕçлекен пăчкăсене тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна – Мари Республикинчен, виççĕмĕшне Комсомольскинчен килнĕ сунарçăсем тухнă.

Кунтах алă вăйĕ виçессипе, кире пуканне тăршшĕне ывăтассипе, шахматла выляссипе те ăмăртусем иртнĕ. Куславккаран килнĕ хĕрсен команди те начар мар кăтарту тунă. Йĕркелÿçĕсем уява хăйне евĕрлĕх кĕртесси, вырăнти йăла-йĕркене аталантарасси тата сунар культурине çĕклесси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă.

– Ăмăрту çÿллĕ шайра иртнине палăртрĕç унта хутшăнакансем. Çавна май ăна йĕркелеме пулăшнисене тата участниксене пысăк тав сăмахĕ калатăп. Чылайăшĕ çемйисемпе килме кăмăл турĕ. Тĕслĕхрен, Хусан хулинчи 11 сунарçă мăшăрĕсене те илсе килчĕç. Çакăн пек тĕл пулусем хыççăн эпĕ чун-чĕре ăшăлăхĕпе пуянланатăп, туссем хутшăнаççĕ, – палăртать питомник ертÿçи Леонид Князев.

Çавăн пекех вăл тупăшăва йĕркелес ĕçе пысăк тÿпе хывнă ентешĕсене – Анатолий Князева, Александр Дмитриева, Николай Сорокина, вăйăсене ирттерессипе яваплă пулнă Сергей Солина, Владимир Малов, Николай Князев, Евгений Бойков судьясене тата ыттисене пысăк тав сăмахĕ калать.

Юрий Кашкăр юрăç, композитор вырăнти «Сударушки» ансамбль, Александр Шляпин купăсçă уява илем кĕртнĕ. Ăмăртăва хутшăннисем шашлăкпа тата вĕри шÿрпепе сăйланнă.

Лаш Таяпара хоккей вăййи чĕрĕлнĕренпе 50 çул çитнине те /ăна Петр Сидоров пуçарса янă/ хастар паллă тунă. Çак кун пăр çинче вырăнти «Таяпа» тата Шупашкартан килнĕ «Динамо» командăсем тĕл пулнă.

«Вĕри точкăсене» хутшăннă ветерансем баскетбол турнирне йĕркеленĕ. Унта шкул ачисемпе студентсем, ялти спорт ветеранĕсем, çар службинче тăнă ĕнерхи салтаксем вăй виçнĕ.

 

Иккĕмĕш вырăнта

Патăрьелте 14-15 çулсенчи арçын ачасемпе хĕр ачасен хушшинче армрестлинг енĕпе республика ăмăртăвĕ иртнĕ. Ку тупăшура Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ команди /унăн йышĕнче Елчĕк, Кушкă, Курнавăш, Çирĕклĕ Шăхаль, Çĕнĕ Пăва, Патреккел, Аслă Таяпа, Кивĕ Эйпеç шкулĕсенче вĕренекенсем/ кĕмĕл медале çĕнсе илнĕ.

Тĕрлĕ виçе категорийĕсенче Родион Дмитриев /Курнавăш шкулĕ/, Иван Пупин /Çĕнĕ Пăва/, Анжела Алексеева /Елчĕк/ ылтăн медальсен хуçисем пулса тăнă. Кĕмĕл медальсене вара Анастасия Тихонова /Кушкă/, Дарья Петрова, Никита Дружинин /Елчĕк/, Елена Плотникова, Станислав Владимиров /Патреккел/, бронза медале Александра Александрова /Çирĕклĕ Шăхаль/ тивĕçнĕ.

 

Афганец призĕсемшĕн

Аслă Таяпа шкулĕнче Юрий Львов воин-интернационалист хăйĕн ячĕпе чылай çул йĕлтĕрçĕсен районти ăмăртăвне ирттерет.

Ăмăртăва 2009 çулхи тата унран çамрăкрах хĕрсем уçнă, вĕсем 500 метрлă дистанцире ăмăртнă. Кунта Аслă Таяпа шкулĕнчи София Галкина чи харсăрри пулнă. Çак ÿсĕмри арçын ачасенчен Елчĕк шкулĕнчи Алексей Вастулов мала тухнă.

2007-2008, 2005-2006, 2003-2004 çулсенчи хĕрсемпе арçынсем 2000, 3000, 5000 метрлă дистанцисенче тупăшнă. Кунта пĕрремĕш вырăнсене Елчĕк шкулĕнчи Мария Воронова, Анастасия Павлова, Юлия Краснова, Кирилл Кузнецов, Çирĕклĕ Шăхальти Дмитрий Маликов, Артем Ловкин çĕнтернĕ.

Командăсенчен Аслă Таяпасемпе Елчĕксем малтисем…

Кивĕ Эйпеç шкулĕнче Афган вăрçинче пуçне хунă Ю.П.Григорьева асăнса шкул ачисен хушшинче баскетбол турнирĕ иртнĕ. Кунта турнир кубокне Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул команди тивĕçнĕ. Аслă Елчĕкри Олег Ефимов, Герман Илеменев, Курнавăшри Алексей Лапин, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Эдуард Леонтьев вăйăра палăрнăшăн уйрăм призсене тивĕçнĕ.

 

Футбол вăййине

юратакансем А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» спорт шкулне пухăннă. Вĕсем юстици лейтенантне В.Лепешкина асăнса ирттерекен йăлана кĕнĕ мини-футбол турнирĕнче тупăшнă.

Ăмăртура 13 команда вăй виçнĕ. Чи малтанах командăсем 4 пая пайланса финала тухассишĕн вылянă. Тупăшура «Елчĕк», «Кушкă», «Олимп», «Элпуç» мала тухса финалта вăй виçнĕ. Кунта вара «Елчĕк» команда 3 çĕнтерÿ туса 9 очко пуçтарнă, пĕрремĕш вырăна тухнă. «Кушкăпа» «Олимп» – призерсем.

Малти 4 команда кубоксене, медальсене, дипломсене, укçан приза тивĕçнĕ. «Чи лайăх вылякан» ята Сергей Васильев /«Елчĕк»/, «Чи лайăх вратарь» – Максим Бакин /«Кушкă»/, «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» – Константин Александров /«Олимп»/, «Чи лайăх бомбардир» – Александр Гаврушов, «Чи çамрăк вылякан» – 10 çулхи Давид Портнов /«Елчĕк»/, «Турнирăн чи аслă участникĕ» ята Василий Абдулкин /«Лаш Таяпа»/ çĕнсе илнĕ. Районти Тинĕс-çар пĕрлĕхĕн ятарлă призне Евгений Носов /«Олимп»/ тивĕçнĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code