Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ĕмĕчĕсем пысăк

Ĕмĕчĕсем пысăк

Агропромышленность комплексне кадрсемпе тивĕçтерес ыйту çивĕч тăнине шута илсе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕпе ЧР Ял хуçалăх министерстви, Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, районсенчи вăтам шкулсен администрацийĕсем пулăшнипе ятарлă программа – «Специализированные классы естественнонаучного и инженерного направлений» /«Агрокласс»/ – йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – АПК отраслĕ валли кадрсем шкултанах хатĕрлеме тытăнасси, пулас профессипе паллаштарасси тата ăна алла илме пулăшасси.

Пирĕн районта агрокласа 2017 çулта, Елчĕкри вăтам шкул никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Пĕрремĕш хут 2 çуллăх курсра 20 вĕренекен пĕлÿ илнĕ, кăçал тепĕр ушкăн /19 вĕренекен/ тухать.

Ку чухне Чăваш патшалăх аграри университечĕ шкул ертÿçисемпе килĕшсе ятарлă программа йĕркеленĕ. Агрокласра вĕренекен ачасем математика, физика, биологи предмечĕсене тарăннăн ăса хываççĕ. Университет преподавателĕсем вĕренÿ çулталăкĕн тапхăрĕнче шкулта хăйсем те темиçе хутчен пулнă. Коронавирус чирĕ алхаснă тапхăрта вара ачасем пĕлĕве дистанци мелĕпе малалла тăсаççĕ.

11-мĕш класра вĕренекенсем тĕрлĕрен заданисемпе тестсем витĕр тухса пĕлĕвĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн алла свидетельство илеççĕ. Çапла майпа вĕсен Чăваш патшалăх аграри университетне çăмăллăхлă мелпе вĕренме кĕме /7 балл хутшăнать!/ çул уçăлать.

Агрокласра вĕренекенсем университет пурнăçĕнчен те юлмаççĕ. Студентсен наукăпа практика конференцийĕсемпе ытти тĕрлĕрен мероприятисене те хутшăнаççĕ.

Сăн ÿкерчĕкри Елчĕкри вăтам шкулта 11 «к» агрокласра вĕренекен Антон Романовпа Анастасия Арбузова, Анастасия Сусметовăпа Виктор Райков тата Алина Петрова вĕренекенсен ĕмĕчĕсем пысăк. А.Арбузова, тĕслĕхрен, ветеринар пуласшăн. Çирĕп шухăш-кăмăллă хĕр упраç çакăн пирки ашшĕ-амăшĕпе те калаçнă, юлташĕсем те Настя аграри университетне вĕренме кĕрес тĕллевлĕ пулнине пĕлеççĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code