Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Суйлава хатĕрленсе

Суйлава хатĕрленсе

Кăçалхи авăн уйăхĕнче пулса иртекен РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕсенчи обществăлла сăнавăн Елчĕк районĕнчи территори штабĕн пĕрремĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Лару ĕçне Чăваш Республикинчи обществăлла палата членĕ Валентина Рыбкина хутшăннă.

Лару ĕçне йĕркелесе ертсе пынă районти общество канашĕн председателĕ Анатолий Молоствов малтанласа территори штабĕн структурипе паллаштарнă, малашлăхра пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли тĕллевсене палăртнă.

Обществăлла сăнавăн территори штабĕн ертÿçи пулма пурте пĕр саслăн Елена Лебедевăна суйланă.

Сăмах май, кăçалхи суйлавра районта 33 суйлав участокĕ пулĕ, общество палати сĕннипе 66 çын сăнавçă пулса ĕçлеме тивĕçлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code