Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Тимлĕхре — хăрушсăрлăх

Тимлĕхре — хăрушсăрлăх

2005 çултан пуçласа сентябрĕн 3-мĕшĕнче Бесланти террор атакинче инкек курнисене асра тытса терроризма хирĕç кĕрешессинчи пĕр шухăшлăх кунне паллă тăватпăр.

Кашниех пĕлет ĕнтĕ, терроризм — çын пурнăçне хăрушлăха кăларса тăратакан чи пысăк преступленисенчен пĕри. Террористсем влаçа хапсăнса пур мелпе те хăйсен тĕллевĕ патне талпăнаççĕ, çынсен психики çине витĕм кỹреççĕ, халăхра шиклĕх çуратаççĕ. Пусмăра хирĕç тăма пĕлмелле, ăна аталанма памалла мар. Çакă мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине аса илтерме шăпах çак куна анлăн паллă тума йышăннă та ĕнтĕ.

«Терроризм» тата «экстремизм» сăмахсене паянхи кун çитĕннисем çеç мар, ачасем те, паллах, илтнĕ. Анчах та çак сăмахсем хыçĕнче мĕн тери пысăк хăрушлăх пытаннине вĕсем, тен, тарăнах ăнланаймаççĕ те. Çакна тĕпе хурса çак кунсенче районти кашни шкултах «Антитеррор. Ачасен хăрушсăрлăхĕ» темăпа класс сехечĕсем иртнĕ. Вĕрентекенсем Бесланта, Мускавра, Хусанта иртнĕ террорла актсем çинчен каласа панă май çакăн пек хăрушлăх сиксе тухсан ачасен хăйсене мĕнле тытмаллине, хăраса ỹкнĕ çынсем хушшине лекес, хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан япаласене асăрхас пулсан мĕн тумаллине ăнлантарнă. Тимлĕ пулни, хуçасăр ларакан курупкăна е хăйне ăнланмалла мар тытакан çынна вăхăтра асăрхаса аслисене пĕлтерни нумай çыннăн пурнăçне çăлма пултарать-çке.

Ольга КОРОТИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code