Чăваш Енре «Госуслуги. Дом» хушăма 225 пин çын вырнаçтарнă — унпа анлăн усă кураççĕ.
Ку планпа пăхнин 105 проценчĕпе танлашать. Республика мобильнăй çак приложенипе усă курас енĕпе çĕршыври малти регионсен теçеткине кĕнĕ. Сервис «Кăтартусен экономики» нацпроектпа килĕшỹллĕн аталанать. Сумĕ ỹссех пырать: унпа усă куракансен шучĕ эрнесерен 2 процент хушăнать.

