Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял хĕрарăмĕсене чысласа

Ял хĕрарăмĕсене чысласа

Октябрĕн 16-мĕшĕ — Ял хĕрарăмĕн кунĕ. Кăçал пуçласа иртекен уяв нумай мероприятипе пуян пуласса шантарать.

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче «Ял илемĕ» ятпа муниципалитетсенче тата республика шайĕнче хĕрарăмсен спартакиади иртесси пирки çырнăччĕ. Унсăр пуçне Цифра министерстви «Стильное Село» проект хута янă. Конкурсантăн ял пейзажĕпе усă курса хĕрарăмăн сăн ỹкерчĕкне хăйне евĕрлĕ илемлĕн кăтартма пĕлмелле.

Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн «Берегиня» акцийĕ пушшех пĕлтерĕшлĕ. Вăл — халăх ремеслипе çыхăннă ăсталăх класĕ, ĕлĕкхине упракан ярмăрккăсем е ку тĕлĕшпе тăрăшакан хĕрарăмсене халалланă фотокуравсем.

Кăсăкли нумай. Хутшăнăр, ỹкĕнмĕр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code