Калав
Максим хăйне телейлĕ туйрĕ. Акă, тинех канмалли кунсем кĕтеççĕ ăна. Эрнелĕ-хех сыв пуллашать вăл тăван завочĕпе. Çемйипех Мускав курма каять. Пĕчĕкрен пĕрле ỹснĕ Викторпа тĕл пулать, ун патĕнче хăналанать…
Завод хапхи умĕнче тăраканскер, юлашки вăхăтра хăнăхнă йăлапа тỹпенелле пăхса илчĕ. Паян вăл тăрă. Хусаналла е унтан каялла вĕçекен вертолет-самолет сасси илтĕнмест. Таврана каç сĕмĕ çапасшăн. Васкамаллине туйса, вăл машини патне утрĕ.
Лида арăмĕ калаçса татăлнă пекех хатĕрленсе тăнă. Маша хĕрĕ нихçанхинчен те вăр-вар çỹрерĕ, ашшĕне хывăнма та пулăшрĕ. Алеша ывăлĕ, çемьере ачасенчен чи асли, сумкăсене тухас çĕре вырнаçтарчĕ. Пĕчĕк Лариса, садикре ăна «пĕчĕк çăлтăр» теççĕ, савăнăçне пытараймасăр пỹлĕмрен пỹлĕме чупрĕ. «Анне, эпĕ хамăн Жучкăна пĕрле илетĕп!» — калаçрĕ вăл амăшне пỹлсех.
— Хăвăртрах çикеле те… — васкатрĕ упăшкине Лида. — Пуйăс пире кĕтес çук. Çул çинче васкамалла ан пултăр. Такси çур сехетрен килмелле. Куславккаран Шупашкара çитме те вăхăт кирлĕ…
Пуйăс çинче шавланă-кулнă хыççăн ачисем аранах лăпланчĕç. Максимпа Лида юнашар ларчĕç. Вĕсем те калаçас тенине калаçса пĕтернĕ, хушăран-хушă кăна сăмахларĕç. Кăштахран калаçу тепĕр хут вăй илчĕ.
— Маша пулман пулсан, каймастăмăрччĕ-ха ку Мускава, — терĕ Лида. — Питĕ конкурссене хутшăнма юратать-иç…
— Аван-ха вăл, — чĕнчĕ Максим. — Тен, ỹлĕмрен чаплă çыравçă пулать…Хитре ăсталать вĕт сочиненисене, учительсем те тĕлĕнеççĕ.
— Мухтанма ир-ха. Каччă шухăшĕ кĕрет те вĕренỹ пирки манса каять акă…
— Ун чухне вара сăвăсем шăрантарма пуçлать, — йĕкĕлтерĕ арăмне упăшки.
— Мĕншĕн ĕç пăрахсах Мускава каясшăн пултăн эсĕ? — ыйтрĕ Лида. — Виктора курас килет-и е хула тăрăх çỹреме ĕмĕтленетĕн?
— Тахçантанпах пулман унта. Ачасене кăтартмалла. Санăн та Оля мĕнле пурăннине пĕлес килет пулĕ. Виктор… Викторпа Оля Куславккана отпуска килсен, авă, тĕл пулатпăр, пĕрмай йыхравлаççĕ хăйсем патне, мĕншĕн кайса курас мар?
Калаçма чарăнсан, Максим каллех Виктор пирки шухăшларĕ. Мускав Мускавах-ши, юлашки çулсенче улшăнма пуçларĕ тусĕ. Ĕлĕкхилле уçах мар, сăмаха шухăшласа калаçать. Хăш чухне мĕн ыйтнине те хуравламасть. Никама палламасть те, нимĕн те пĕлмест те — çемье тулĕк пултăр ăна. Çемье тесен тинĕс тĕпне анса тухма та хатĕр. Лайăх пулĕ-ха ку, çапах та таврари çынсене те манмалла мар.
Ирхине ирех перрон çинче Виктор савăк кăмăлпа кĕтсе илнине курчĕç Максимпа Лида.
— Ачасем, пирĕнсĕр пĕр утăм та ан тăвăр, çĕтсе каятăр, — асăрхаттарчĕ амăшĕ. — Виктор тетỹ хыççăн пырăр.
Вокзал, экскалатор, метро, автобус… Пĕтĕмпех çĕнĕлле пулчĕ ачасемшĕн.
— Вăт, пурăнăр ĕнтĕ, курăр тĕп хулана. Ах, епле аван эсир килни! — ыталарĕ Лидăна Оля. — Сирĕн пата пыратпăр, хăвăр килсе курмастăр… Ачасем те сире шутсăр кĕтрĕç. Шкултан, садикрен килсен, туй пулать-ха кунта!
Викторпа Лида Мускав хваттерне курса çỹрерĕç, пỹлĕмрен пỹлĕме утрĕç.
— Виçĕ пỹлĕм, икĕ ванна, туалет, кухня, прихожăй… Сĕтелĕ-пуканĕ, выртса тăмалли мĕн чухлĕ! Епле чаплă, епле хăтлă! Ытла та пуян! — тĕлĕнчĕ Лида.
— Çуртне пăх-ха урамран, — калаçăва хутшăнчĕ Максим та. — Урамранах паллă кунта чаплă хваттерсем пуласси. Миçе хутлă ку кермен?
— Вăтăр иккĕ. Эпир, акă, çирĕ-ммĕшĕнче… — хуравларĕ Виктор.
— Кала-ха, ăçтан çакăн чухлĕ укçа тупнă эсĕ? — ыталарĕ çурăмĕнчен Куславккаран килнĕ хăна. — Эпир те ĕçлетпĕр ĕнтĕ… Сирĕн те виçĕ ача, пирĕн те… Эпир те çывăрса выртмастпăр, тул çутăлнă-çутăлман иксĕмĕр те ура çинче…
— Тусăм, Мускава Куславккапа ан танлаштар. Кунта укçа ĕçлесе илме пулать, тăрăш кăна. Тулĕк пи — и — и — тĕ нумай тар кăлармалла. Пирĕн Ольăпа иксĕмĕрĕн канмалли кун çук та тейĕн, хăçан çывăрмаллине те пĕлместпĕр. Укçана ниçта та ыт ахальтен памаççĕ.
— Сирĕн пек çамрăкрах чухне килмелле пулнă кунта пурăнма. Халĕ кая юлнă… Тепĕр тесен, Куславккара та питĕ аван: Атăл, уçă сывлăш…
— Эсир халĕ пире пула отпуск илнĕ … — аванмарланчĕ Лида.
— Тем ан калаç-ха! — аванмарланчĕ Оля та. — Эпир халĕ укçа çухататпăр тетĕр-и? Çук, çук, Лида, пурнăçра пĕр укçа кăна-ши вара хакли? Тус-юлташпа, тăван-пĕтенпе тĕл пулнинчен ырри пур-и вăл? Çук, çук, ан шухăшлăр начар, эпир пуянлăхшăн мар, тĕрĕс-тĕкел пурăнасшăн тăрăшатпăр. Вăт, шуйттан украинецĕсем тупăнчĕç те, вăрçă кăларчĕç те, чунра лăпкă мар…
— Çук-ха, эпĕ ун пек каласшăн мар, — сăмахне тăсрĕ Лида. — Чăрмантарма килтĕмĕр пулĕ, çавă кăна.
— Атя, манар кун пирки, — татăклăн каларĕ Виктор. — Шутлă кунсем хăвăрт иртсе каяççĕ, çавăнпа эртелпе шухăшласа хурар хăш кунта мĕн тăвассине. Атьăр, апатланар та выртса канăр кăштах… Кайран урамалла тухăпăр…
Кăнтăрла иртсен, каç пуличчен Викторпа Ольăн Никитăпа Илюша ывăлĕсем шкултан çитрĕç, Семена, чи кĕçĕннине, садикрен маларах илсе килчĕç. Алешăпа Никита — пĕр çулхисем, иккĕшĕ те вуннăмĕш класа çỹреççĕ. Машăпа Илюша та, Ларисăпа Семен та пĕр вăхăтрисем, вĕсем те хăвăртах пĕр чĕлхе тупрĕç. Ашшĕ-амăшĕсем те, ачи-пăчи те пĕр-пĕрне тахçанах пĕлеççĕ те, тăвансем пекех туйрĕç хăйсене.
— Машăн ыран конкурс дипломне илме каймалла. Призер, виççĕмĕш вырăн йышăннă, — пĕлтерчĕ Лида.
— Эпĕ те пыратăп, мансăр ăçта кайăр эсир? — хушрĕ сăмах Оля.
— Манăн вара Поклон тăвĕ çинче питĕ пулас килет, — чĕнчĕ Максим. — Унта хĕç-пăшал музейĕ пур. Кĕрсе курсан питĕ аванччĕ. Иртнĕ вăрçăра пире хирĕç çапăçнă нимĕç танкĕсем, самолечĕсем нумай унта.
— Çапла, çапла, эпĕ унта пулнă, — терĕ Виктор. — Çитетпĕр, çитетпĕр. Атя ыранах? Ыран — эрнекун, шăматкун пурте пĕрле Мускав курса çỹрĕпĕр…
— Лешăпа эпир концерта каятпăр ыран, билетсем илнĕ, — чĕнчĕ Никита.
— Питĕ аван! — аллине çупрĕ Максим. — Хăш театра?
— Питĕ инçетре концерт залĕ, Красногорскра. «Крокус сити холл» текен суту-илỹ центрĕ пур, çавăнта.
— Ярасах килмест, паллах, — шăппăн каларĕ Оля. — Инçе, çĕрле… Итлемест вĕт Никита. «Пионик» ушкăна ытараймасăр юратать те… Эсир килессине пĕлсен, билетсене алăран тупнă, ик хут ытла тỹ- лерĕм, тет. Алешăна парне тăвасшăн.
— Анне, мĕншĕн пăшăрханатăн эсĕ? Мускавра пĕлмен кĕтес çук манăн! Çĕрле те темĕн чухлĕ пицца турттарнă эпĕ, хăвăр пĕлетĕр.
Лидăпа Максим та шикленерех пăхрĕç халĕ Никита çине, хирĕç калаймарĕç.
Март уйăхĕ. Урамра сивĕ мар. Уçăлма тухас терĕç. Мускав юханшывĕ хĕррипе тăсăлакан паркра çỹрерĕç. Ачасем вылярĕç, ашшĕ-амăшĕсем шăкăл-шăкăл калаçрĕç. Пуласлăх пирки ĕмĕтленчĕç вĕсем, çамрăклăха аса илчĕç. Калаçăвĕ вара тепле пулсан та хутран-ситрен Украинăра пыракан вăрçă тавра килчĕ. Савăнăçа, хĕпĕртеве, кăмăла пăсаканни çавă, хăрушă вăрçă, пулчĕ. Чĕрене ыраттарас мар тесе урăххи пирки те пуплеме тăрăшрĕç, анчах тем вăхăтран каллех çар ĕçĕсем çинчен сăмах вакланине туйса илчĕç.
Тепĕр кун Максимпа Виктор хĕç-пăшал музейне çул тытрĕç. Хăна кунта килме килтенех хатĕрленни тỹрех палăрчĕ. Вăл инçех мар курăнса ларакан Триумф арки çине пĕр хушă пăхса тăчĕ те юлташне ăнлантарма пуçларĕ:
— Пĕлетĕн-и, 1812 çулхи сентябрьте Наполеон çакăнта Кремль уççине килсе парасса кĕтнĕ, кĕтсе илеймен, Мускав парăнман — Франци полковочĕн куçĕ умĕнче çунса кайнă. Иртнĕ вăрçă çулĕсенче пирĕн салтаксем нимĕçсемпе çапăçма çакăнтан тухса кайнă… Авă, виçкĕтеслĕ штык тỹпенелле çĕкленнĕ. 141 метр та 80 сантиметр унăн çỹллĕшĕ. Вăрçă 1418 кун пынине пĕлтерет çакă. Пирĕн çĕршыври чи çỹллĕ палăк… Раççей нихăçан та парăнман, ку вăрçăран та çĕнтерỹпе тухать вăл, курса тăр акă…
Вĕсем Çĕнтерỹ музейне кĕчĕç. Кунта Максим электронлă архивра аслашшĕн ятне шырарĕ.
— Акă, тупрăм… — шăппăн каларĕ вăл. — Григорьев Николай Григорьевич. 1918 çулта Куславкка районĕнче çуралнă. Пулеметчик. Харькова хăтарнă чухне «За отвагу» медаль илнĕ. Манман… Пур…
Виктор Максимпа юнашар тăчĕ. Тусĕ ассăн-ассăн сывланине туйрĕ. Çак самантра сăмах чĕнме юраманнине пĕлчĕ.
— Санăн аслаçу е кукаçу çапăçнă-и? — ыйтрĕ Максим.
— Çук, — хуравларĕ Виктор. — Кукаçи чирлĕ пулнă, çара илмен. Асатте вара Шупашкарти заводра ĕçленĕ, броне пула вăрçа хутшăнман.
Тем вăхăтран вĕсем Çĕнтерỹ паркĕнче ларакан вăрçă техникине пăхса çỹрерĕç. Пирĕн танксем, самолетсем, тупăсем… Акă, чапа тухнă «Катюша». Çакăнтах — нимĕç истребителĕсем, танкĕсем. Хура хĕрес çакса пирĕн çĕр çине килнĕ вĕсем, пирĕн халăха пĕтересшĕн пулнă. 20-30 миллион çын пĕтсен те çĕршыв чĕрĕ юлнă, тăшмана хăйне чĕркуççи çине тăратнă.
Музейрен тухсан, Максим чĕрĕ чечексем туянчĕ.
— Атя, сỹнмен вут умне хуратпăр, — сĕнчĕ вăл юлташне. — Парăнманнисене пуç таяр.
Мускав хăни кăвайт умĕнче нумайччен хускалмасăр тăчĕ. Виктор темиçе утăм айккине куçрĕ. Каярахпа икĕ стакан кофе туянчĕç те сак çине вырнаçса ларчĕç. Куславккаран килни паçăрхиллех сахал калаçрĕ. Пĕрмай тем çинчен шухăшланине пытармарĕ те вăл.
— Эсĕ, Максим, тунсăхлăрах паян, мĕн пулнă? — чăтаймасăр ыйтрĕ Виктор.
— Атя, чунтан калаçатпăр, — сĕнчĕ лешĕ.
— Атя.
Пĕр чĕптĕм шăп ларнă хыççăн Максим пуçларĕ:
— Вăрçа каясшăн эпĕ, — терĕ вăл. — Пыратăн-и манпа?
— Çук, çук, — тỹрех евитлерĕ тусĕ.
— Пирĕнтен кĕçĕннисем те, пирĕнтен аслисем те çапăçаççĕ, эпир вара — кунта. Тĕрĕс-и вăл?
— Пĕлместĕп, тĕрĕс-и тĕрĕс мар-и, тулĕк эпĕ вăрçа кайма шутламастăп. Манăн — виçĕ ача, мана призывран хăтарнă. Хам ирĕкпе вара каймастăп. Саккунлă ĕçлетĕп, саккунпа пурăнатăп…
— Саккунпа çапла та, кăмăлпа, чĕрепе вара мĕнле? Манăн та виçĕ ача, мана та çартан хăтарнă. Камăн пире хỹтĕлемелле? Хамăра, мăшăрсене, ачасене?.. Ыттисем çапăçчĕр, вилччĕр, юнне тăкчăр, пирĕн вара ăшă хваттерте тутлă апат çисе лармалла-и? Шухăшла-ха хăв, Виктор.
— Çук тенĕ сана, çук! Хăвăн каяс килет тĕк, каях, чармастăп. Эпир санпа çапăçнă, çитет. Чечня тăвĕсене манса кайрăн-им? Унта чĕрĕ юлнă, тав Турра.
— Эсĕ ун чухнех хăравçă пулнă-и?
— Мĕн калатăн эсĕ, Максим!? Пĕр БМП çинче çỹренĕ санпа, иксĕмĕр те десантсем пулнă, курнă-и эсĕ мана чĕтренине?
— Апла пулсан, халĕ те автомат тытма пултаратпăр. Пеме манман.
Вĕсем чĕнмерĕç. Март уйăхĕ пулсан та çил сивĕрех. Вĕри кофе вара туссене ăшăтрĕ.
— Пултараймастăп кайма… — ыталарĕ Виктор Максима çурăмĕнчен. — Хăвах куратăн, чаплă çуртра чаплă хваттер пур. Лайăх ĕç. Укçа аван тỹлеççĕ. Пĕлесчĕ санăн, мĕн чухлĕ тар юхтартăм эпĕ, мĕн чухлĕ çĕр çывăрман, ик-виç çĕрте пĕр харăс ĕçлесе çỹрерĕм… Тинех ура çине тăтăм… Çакна пĕтĕмпех пăрахса вăрçă хирне хам ирĕккĕн каяс-и? Çемьене хăварса-и? Каялла таврăнаймасан вара? Вилсессĕн мана герой ячĕ кирлĕ мар. Арăмсăр, ывăлсемсĕр пĕр кун та пурăнаймастăп. Юрататăп вĕсене! Юратман пулсан, тен… Çук, ниçта та каймастăп… Кама укçа кирлĕ, çав кайтăр, мана кунта та çитет. Ан ман, хăв курнă: вăрçă вăл — тискер, тăшман сана шеллемест… Эсĕ те ку шухăша пуçунтан кăларса пăрах. Сана никам та тивмест, пурăн лăпкă. Санăн та пĕтĕмпех пур, мĕн çитмест тата?
— Ăнланмастăн иккен мана… — хумханса, шăппăн каларĕ Максим. — Чи пысăк пурлăх вăл — чунра. Çынна, тавралăха, тĕнчене юратни. Такамшăн тăрăшнинче телей. Хăвăн пурнăçна мансах такамăн пурнăçне çăлнинче. Вăт çакă вăл — чăн-чăн пуянлăх…
— Атя, кун пирки тек калаçмастпăр, — чарчĕ Виктор. — Йăлăхтарчĕ ку вăрçă: ĕçре те, телевизорпа та ун тавра сăмах-юмах.
— Юрĕ, — килĕшрĕ Максим. — Эпĕ урăхларах шухăшланăччĕ сан пирки… Çук, çилленместĕп, санăн хăвăн пуçу, хăвăн пурнăçу. Çакна ыйтатăп: пирĕн калаçу хамăр хушăра пултăр…
Хваттерте арçынсене шавлă ача-пăча кĕтсе илчĕ. Маша пысăк та хитре рамăна вырнаçтарнă дипломпа пырса тăчĕ ашшĕ умне.
— Акă, пăх, — аллине тыттарчĕ ăна.
— Ух, пултаратăн! — пуçĕнчен шăлчĕ хĕрне. — «Тăван Çĕршыва юратни» ятлă иккен сочинени. Кам ытларах пулăшрĕ, аннỹ е учительница?
— Хамах, — хĕрелчĕ лешĕ. — Виççĕмĕш вырăн! Эпĕ татах çыратăп, татах! Атте, курса тăрăн акă, пур пĕрех пĕрремĕш вырăн йышăнатăп килес çул!
— Ăнăçу сунатăп, писатель! — хăйĕн çумне ыталарĕ ашшĕ Машăна.
Ĕнерхи пекех пурте пĕрле ларса каçхи апат турĕç. Ольгăпа Лида пĕр пỹлĕме, Максимпа Виктор теприне кайса ларчĕç.
— Эпир Лешăпа кайрăмăр! — илтĕнчĕ Никита сасси.
— Чипер çỹрĕр, такамсемпе ан паллашăр, — пăшăрханса каларĕç амăшĕсем. — Концертран тухсан, тỹрех шăнкăравлăр.
— Юрĕ, юрĕ, — килĕшрĕç лешсем. — Пирĕншĕн ан хумханăр.
— Тен, сăра ĕçетпĕр? — сĕнчĕ Виктор. — Эсĕ, авă, пулă илсе килнĕ.
— Каçар та, кăмăл çукрах…
— Кăнтăрлахи калаçăва пула-и?
— Çук. Атя, хĕрарăмсем патне кайса ларатпăр. Вĕсен те пирĕнпе пулас килет пулĕ.
Тăваттăн сăмах юппи юптарчĕç. Хĕрарăмсем хушăран шỹтлекелесе те илчĕç, мăшăрĕсенчен тăрăхларĕç, çăва тухсан, Куславккара тĕл пуласси пирки ĕмĕтленчĕç. Сакăр сехет çитрĕ те, çĕнĕ хыпарсем пĕлес тесе телевизор ячĕç. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, диктор «Крокус холл» çунни çинчен пĕлтерчĕ.
— Никита! Алеша! — кăшкăрса ячĕç Ольгăпа Лида. — Ăçта вĕсем?!
Экран çинче террористсем автоматпа пенисене, çынсем çăлăнасшăн тарнисене кăтартаççĕ. Халĕ Викторпа Максим та ура çине тăчĕç, пỹлĕмре кускаларĕç.
— Ах, туйрĕ манăн чĕре, туйрĕ, — калаçрĕ Оля. — Ах, çав Никитăна! Тупнă вĕт билет! Туянма çук çĕртен таçтан тупса килчĕ!
Виктор — Ольăна, Максим Лидăна ыталарĕç.
— Ан хумханăр-ха çав териех, килеççĕ акă чиперех, — лăплантарасшăн пулчĕ Максим, хăй Алешăн номерне тупса шăнкăравларĕ. — Çук, тытмасть, май килмест пулас, — калаçрĕ вăл.
Малалли пулать.

